Пособисемпе тÿлевсем пысăкланаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.03.2020, 11:20 Просмотров: 249

Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ.

Регион ертÿçин указĕпе килĕ-шÿллĕн Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне вăрçă инваличĕсемпе участникĕсене 25-шер пин тенкĕ тÿлессине пăхса тухнă. Ĕçлев министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алена Елизарова вăрçă паттăрĕсем çак тÿлеве çу уйăхĕн 8-мĕшĕччен илессине çирĕплетнĕ.

Министрсен Кабинечĕ тăлăх ачасене воспитани паракан граждансен социаллă хÿтлĕхне çирĕплетмелли саккун проектне ырланă. Ашшĕ-амăшне, опекуна усрава илнĕ пĕр-икĕ ачашăн – 3,6 пин, виçĕ е ытларах ачашăн 5,1 пин тенкĕ ытларах тÿлĕç. Ултă е ытларах ачана йышăнсан вара ашшĕ-амăшне 5119 тенкĕпе танлашакан хушма тÿлевпе хавхалантарĕç.

Министр тивĕçĕсене пурнăçлакан пĕлтернĕ тăрăх, ачаллă çемьесене уйăхсерен паракан пособисен темиçе çул пысăклатман виçине 2017–2019 çулсенчи потребитель хакĕсен ÿсĕмне тĕпе хурса индексацилеме йышăннă – 9,38 процент хушăнать. Тÿлев виçине кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен шутласа пысăклатĕç. Çĕнĕлĕх 63 пин ытла ачана пырса тивĕ. Çакăн валли республика бюджетне укçа хывса хăварнă – 677 миллион тенкĕ ытла.

Вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене, реабилитациленĕ тата политика репрессийĕсене пула шар курнă çынсене уйăхсерен паракан тÿлев те асăннă виçепех пысăкланать. Алена Геннадьевна каланă тăрăх, ку республикăра пурăнакан 129 пин çынна – аслă ăрури çынсен 40 процентне – пырса тивĕ. Йыш пысăккине кура çак статья валли уйăракан укçа та чылай пысăкрах – 1,95 миллиард тенкĕ. Ку тÿлевсене те кăрлачăн 1-мĕ-шĕнчен тытăнса шутласа парĕç. Çынсем иртнĕ уйăхсемшĕн укçана ака уйăхĕн варриччен илĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика