Лавккасем ĕçлеççĕ, сентресем тулли

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.03.2020, 11:20 Просмотров: 237

ЧР экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Иван Моторин республикăри лавкка сечĕсен ертÿçисемпе тĕл пулнă.

Коронавируса пула республикăра кану центрĕсен ĕçне вăхăтлăха чарса лартнă-тăк, продукципе тата куллен кирлĕ таварпа тивĕçтерекен предприятисем, суту-илÿ центрĕсенчи апат-çимĕç лавккисем унчченхи йĕркепех ĕçлеççĕ.

Чăвашпотребсоюз председателĕ Валерий Павлов пĕлтернĕ тăрăх, юлашки вăхăтра общепит предприятийĕсем йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ. «Столовăйсемпе кафесене çын сахал çÿреме пуçланă, туй-юбилей ирттерме пăрахнă. Саккасçăсем заявкăсене каялла илеççĕ. Килте уяв йĕркелекен те нумай мар. Ĕç-пуç малашне те кунашкал пулчĕ-тĕк, çынсем ĕçсĕр юлас хăрушлăх пур», – пăшăрханнă Валерий Михайлович. Иван Моторин апат-çимĕçе киле çитерсе парас ĕçе йĕркелеме сĕннĕ, ĕçсĕр тăрса юлаканнисене патшалăх пулăшу парассине пĕлтернĕ. Предпринимательсем те тĕревсĕр юлмаççĕ, вĕсене çĕрпе тата харпăрлăхпа усă курнăшăн тÿлессине каяраха куçарассине палăртнă.

Министерство ĕçченĕсем апат-çимĕç хакĕсене тĕрĕслесех тăраççĕ. Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне аш консервĕ – 1 процент, пулă консервĕ – 0,9, ĕне тата сысна ашĕ – 0,9, чăх какайĕ – 1,1, усламçу – 0,8, типçу – 2, çăмарта – 1,8, сахăр – 1,3, тăвар – 0,5, чей – 2,9, рис – 2,7, хуратул 0,9 процент ÿснĕ. Хуратул кĕрпи, пуçлă сухан, аш консервĕ, тĕтĕмленĕ кăлпасси ытларах туянма тытăннă. Çавăнпа хăшпĕр лавккара сентресем пушаннине сăнанă. Сăмахран, «Магнит» лавккасенче таварсен калăпăшне 20–30 процент пысăклатнă. С.Мешкова предприниматель 30 тонна рис, 20 тонна хуратул илсе килнĕ.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика