Тасалăхшăн тăрăшар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.03.2020, 11:21 Просмотров: 316

Район администрацийĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен районта санитарипе экологи уйăхлăхĕ иртет.

Тавралăха симĕслентерес, тирпейлĕх кĕртес, санкцилемен çÿп-çап вырăнĕсене пĕтерес енĕпе ятарлă план хатĕрленĕ.

Ял-хула тăрăхĕсен пуçлăхĕсен халăх пурăнакан вырăнсене хăтлăх кĕртме, ешĕллентерме – йывăç-тĕм лартма – предприятисене, учреждени-организацисене, çавăн пекех уйрăм çынсене явăçтармалла. Предприяти-организацисен çирĕплетнĕ территорисем пирки çулталăкĕпех манмалла мар, йĕркелĕхпе тирпейлĕх хуçалантăр тесен кашни эрнерех «таса кĕçнерникун» мероприяти ирттермелле.

Управляющи компанисен ертÿçисен субботниксенче пухăннă çÿп-çапа вăхăтра илсе тухассине йĕркелемелле. Тирпейлĕх кĕртнĕ территорисене тепĕр хут ăпăр-тапăр тултармалла мар.

Вячеслав ГОРБУНОВ,

район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ –

ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика