Яваплăха туймалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.03.2020, 11:22 Просмотров: 251

Леонид Николаев,

район администрацийĕн пуçлăхĕ:

– Раççей территорийĕнче çĕнĕ коронавируспа чирлекенсен шучĕ ÿссех пырать. Медицина организацийĕсем унăн чи çивĕч тапхăрĕ хальлĕхе пуçланманнине палăртаççĕ. Республикăра пĕр тĕслĕхе шута илнĕ, чир çăмăл формăпа иртет. Раççей Президенчĕ Владимир Путин граждансене хăрушсăрлăх мерисене пăхăнма видеочĕнÿпе тухрĕ. Чир пур çĕршывсенчен таврăнакан çынсене тĕрĕслесси уйрăм тимлĕхре. Пирĕн районта ултă çынна асăрхава илнĕ, тăваттăшĕ харпăр хăйне изоляциленĕ, иккĕшĕ кăштах яваплăхран пăрăннă.

Ют çĕршывран, Мускавран таврăнакансен яваплăха туйса харпăр хăйне икĕ эрнелĕх изоляцилемеллех. Çакăн чухне кăна эпир чире чарма пултаратпăр. Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев 60 çултан иртнĕ граждансене карантина илмеллине чĕнсе каларĕ. Вĕсене сăлтавсăр урама, обществăлла вырăнсене тухса çÿреме сĕнместĕп.

Эпир хамăр район территорийĕнче çÿлерех шайри хушусене пурнăçласа спорт, обществăлла апатлану объекчĕсен, пасарсемпе ярмарккăсен ĕçне, мĕнпур массăллă мероприятисене ирттерме вăхăтлăха чартăмăр. Чиркÿре службăсем ирттерессине пăрахăçлама, çапла тума май çук пулсан объекта дезинфекцилеме сĕннĕ. Шкулсенче каникул кунĕсем тăсăлĕç, ача сачĕсем ĕçлемĕç, анчах та вĕсенче дежурнăй ушкăнсем пулĕç.

Çĕршыв ертÿçи çитес эрнене кану эрни тесе палăртрĕ. Анчах та районта пурнăç ĕç-хĕлĕпе çыхăннă объектсем, медицина организацийĕсем, суту-илÿ точкисем, влаç органĕсем ĕçлĕç.

Хисеплĕ ентешсем! Пурне те йышăннă мерăсене çирĕп пăхăнма ыйтатăп. Вĕсене пăсакансем тĕлĕшпе тĕрĕслев çирĕп пулĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика