«Вĕри лини» ĕçлет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.04.2020, 11:16 Просмотров: 421

Вăрнар район прокуратури нумаях пулмасть «Знамя» ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕç саккунĕсене мĕнле пурнăçласа пынине тĕрĕсленĕ.

Хуçалăх ĕç-хĕлĕнче хăшпĕр çитменлĕхсем тупăннă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче палăртнă тăрăх, председатель хушăвĕпе организацире 5 сехетлĕ ĕç кунĕ çирĕплетнĕ. Анчах, РФ Ĕç кодексĕн требованийĕсене пăхăнмасăр, хушу пирки работниксемпе килĕшсе татăлман, ĕç договорĕсем çумне хушма килĕшÿсем çырман, работниксене тулли мар ĕç кунĕ çине куçарасси пирки приказсем кăларман.

Çавна май прокуратура «Знамя» хуçалăх председателĕ тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарнă. Материалсене республикăри Ĕç инспекцине янă. Кунсăр пуçне председатель ячĕпе представлени те тăратнă. Актсене пăхса тухассине прокуратура асăрхавра тытать.

Аса илтеретпĕр: район прокуратуринче «сăрă» ĕç рынокне хирĕç тăрас ыйтусемпе «вĕри лини» ĕçлет. Унăн телефонĕсем – 2-54-04, 2-51-52. Ĕç саккунĕсене пăснă тĕслĕхсем çинчен пĕлтерÿсене ĕç кунĕсенче 9 сехетрен пуçласа 18 сехетчен йышăнаççĕ.

Кашнин тĕлĕшпе тĕрĕслевсем ирттерĕç, саккуна уяманни çирĕпленсен тивĕçлĕ мерăсем йышăнĕç.

И.ПЕТРОВ,

Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика