Штраф хунă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.04.2020, 11:17 Просмотров: 467

Пăртас шкулĕн унчченхи директорĕ тĕлĕш-пе пуçарнă уго-ловлă ĕçпе пат-шалăх айăплавне Вăрнар район прокуратури йĕркелесе пынă.

Ăна РФ Уголовлă Кодексĕн 286-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе (10 эпизод) айăплав тăратнă.

Суд палăртнă тăрăх, Пăртас шкулĕн директорĕ пулнăскер ултă работника хавхалантару тÿлевĕсен пайне хăйне пама ыйтнă (пĕтĕмпе 46100 тенкĕ). Ку тĕслĕхсем 2016–2019 çулсенче пулнă.

Хăйне тăратнă айăплавпа арçын килĕшмен. Апла пулин те следстви пухнă материалсем çакна туллин çирĕплетнĕ.

Суд, патшалăх айăплавçин сĕнĕвĕпе килĕшсе, шкулăн унчченхи директорне 30 пин тенкĕ штраф хунă. Çавăн пекех унăн патшалăх тата муниципаллă органсемпе учрежденисенче йĕркелÿпе хушу, административлă-хуçалăх полномочийĕсемпе çыхăннă должноçсене 3 çул йышăнма юрамасть.

Приговор саккунлă вăя кĕмен.

Е.ДМИТРИЕВА,

Вăрнар район прокурорĕн заместителĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика