Кулленхи тимлĕхре

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.04.2020, 11:17 Просмотров: 218

Мартăн 16–27-мĕшĕсенче республикăра Пĕтĕм Раççейри пекех «Ăçта вилĕм сутаççĕ, пĕлтер» акци иртрĕ.

Наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне хирĕç кĕрешме общественноçе явăçтарса тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелерĕç. Полици сотрудникĕсем те ку ушкăнри киревсĕр ĕçсемпе çыхăннă информацие пухассипе тата тĕрĕслессипе, наркотик саракансене тытса чарассипе туллин тимлерĕç.

Асра тытмалла: наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕшĕн çирĕп явап тыттарма пăхнă. Наркотиклă хатĕрсене е психотроплă япаласене врач хушмасăр усă куракана, сăмахран, 4–5 пин тенкĕ штраф хураççĕ е 15 талăклăха административлă арест йышăнаççĕ. Ку сиенлĕ япаласене, çав шутра наркотик пур ÿсентăрана тата ун пайĕсене те, саккунсăр майпа хатĕрленĕшĕн, сутнăшăн, ярса панăшăн 4 çултан пуçласа 20 çулччен ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.

Енчен те эсир активлă гражданла позицие мала кăларатăр, наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешме пулăшма хатĕр – ку тĕлĕшпе çыхăннă информацие 8(83537)2-50-02 номерпе полицин «Вурнарский» пайĕн дежурнăй чаçне е 89373780297 номерпе (аслă оперуполномоченнăй) шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр. Анонимлă та юрать.

Сиенлĕ çак япаласене сарма чарас, киревсĕрлĕхсем тăвакансене тупса палăртас ĕç акци вăхăтĕнче кăна мар, ытти чухне те кулленех пурнăçланать.

М.НАУМОВ, полицин «Вурнарский» пайĕн уголовлă шырав уйрăмĕн аслă

оперуполномоченнăйĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика