Çитес çул кăна пурнăçа кĕрет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.04.2020, 11:17 Просмотров: 229

Иртнĕ юнкун Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршывра пурăнакансем патне чĕнÿпе тухрĕ.

Çĕршыв ертÿçи коронавирус инфекцийĕн çулне пÿлме, ăна хăрушă сарăлма парас мар тесе çирĕп мерăсем йышăннине каларĕ.

Пĕтĕм калаçу, паллах, тĕнчипе сарăлнă амак тавра çаврăнчĕ. Анчах Президент паянхи кунхи çивĕч ыйтусене те хускатрĕ. Сăмахран, вăл вкладсемпе хаклă хутсем кÿрекен тупăшран 13 процент налук илме сĕнчĕ. Пухăнакан укçа-тенке ачаллă çемьесене, йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене пулăшма ярасшăн, терĕ.

Бюджета кĕрекен ку тÿлевсем çĕнĕлĕх мар, тĕнчери чылай çĕршывра кĕртнĕ вĕсене. Президент уйрăммăн палăртрĕ: налука 1 млн тенкĕрен ытларах инвестицисен проценчĕсем çине кăна хураççĕ. Çавăнпа та ку пуçару банкра е кредит организацийĕсенче вкладсем уçнă çынсен ытларах пайне вуçех пырса тивмест.

Апла пулин те, укçа-тенкĕпе çыхăннăран, çĕнĕлĕх халăхра чылай ыйту çуратрĕ. Хăшĕ-пĕри тата çынсем хушшинче юриех пăтрату кăларнă тĕслĕхсем те пур иккен. Çавăнпа та Раççей финанс министрĕ Антон Силуанов çĕнĕлĕх мĕнле ĕçлессине уçăмлатнă. Каларăмăр, банксенчи мĕнпур вкладсен пĕтĕмĕшле виçи 1 млн тенкĕрен ытларах пулсан кăна процентсем çине налук хураççĕ. Ăна пĕтĕмĕшле депозит виçинчен шутламаççĕ, процентпа пухăннă тупăшран çеç налук тÿлемелле.

Тепĕр пĕлтерĕшлĕ самант – çĕнĕ налука 2021 çултан кăна кĕртеççĕ. Апла пулсан вкладран кăçал илнĕ тупăш пирки кунта сăмах пымасть. Пĕрремĕш налук квитанцийĕсене 2021 çулшăн вкладчиксем 2022 çулта кăна илĕç.

Ирина ЯКОВЛЕВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика