ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Саккун проектне хатĕрлеме пуçланă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.04.2020 11:19 Просмотров: 208

Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе унчченхи эрнере ирттернĕ канашлура вăрçă ачисемпе çы-хăннă ыйтăва сÿтсе явнă.

Олег Алексеевич иккĕленмест: бюджета çирĕплетнĕ, çавна май хальлĕхе вăрçă ачисен социаллă хÿтлĕхне пырса тивекен, укçапа çыхăнман мерăсене палăртма пулать. Тĕрĕссипе, паянхи лару-тăру çапларах – укçапа çыхăнман мерăсем финанс мерисенчен те пĕлтерĕшлĕрех пулса тăма пултараççĕ.

Çак категорие Раççейĕн 1927 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи авăн уйăхĕн 3-мĕшĕччен çуралнă гражданĕсене кĕртесшĕн. Саккун проектне Çĕнтерÿ кунĕччен йышăнма палăртаççĕ.

Олег Алексеевич Патшалăх Думин депутачĕ пулнă вăхăтра вăрçă ачисен статусне палăртса вĕсене çăмăллăхсемпе тивĕçтермелли пуçару тунине аса илтерни те вырăнлă.

 

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ