Аттесен хÿттине кураймарăмăр...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.04.2020, 11:19 Просмотров: 279

Эпир, Кульцав ял тăрăхĕнче пурăнакан вăрçă ачисем, Нина Парамонован статйине вуланă хыççăн хамăр мĕнле ÿсни çинчен çырса пĕлтерес терĕмĕр.

Кăçал вăрçă чарăннăранпа 75 çул çитет. Аттесене фронта ăсатнине эпир те хăшĕ-пĕри тĕлĕкри пек астăватпăр. Ун чухне нумайăшĕ 3–4 çулта, хăшĕсем аслăрах пулнă. Халь эпир, Мĕлĕш тăрăхĕнчисем, виçĕ ялпа 9-ăн çеç тăрса юлтăмăр.

Эй, Турă, мĕншĕн çав тери телейсĕр-ши вăрçăччен çуралнисем? Пирĕн аттесем нимĕç «йыттисене» хăвалама тухса кайнă, ачисем тăлăххăн тăрса юлнă. Вăрçăран таврăннă ветерансене Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейĕ ячĕпе пĕтĕмпе 100-шер пин тенкĕ параççĕ. Фронтовиксене пурăннă вăхăтра машинăсемпе, хваттерсемпе тивĕçтерчĕç.

Вăрçă вăхăтĕнче эпир те вăй çитнĕ таран ĕçленĕ. Пуканелле выляса ларман. Шыв витри йăтакан пулсанах колхоза махорка, пахчаçимĕç шăварма кайнă, выçăллă-тутăллă çÿренĕ. Аннесем çуркунне уя çĕрулми (крахмал) пуçтарма кайсан, çăпата кантрисем унтах татăлса юлнă. Крахмалтан вара икерчĕ пĕçерсе паратчĕç. Кăшкар утинчен, мăянран симĕс яшка пĕçернĕ, кăштах ыраш çăнăхĕ лăкаса çăралатнă. Серте тухсан ăна та апата янă.

Аннесене Сăр шывĕ хĕррине окоп чавма илсе кайнă, килте ачисене ватăсемпе хăварма тивнĕ. Сивĕпе шăнса вĕсем ÿпке чирĕпе таврăнатчĕç, ултшар эрне вырăнпах выртни те пулнă. Вăл вăхăтра эмелсем пулман. Юрать, ялти ватă кинемейсем сиплеме пĕлнĕ, чирлĕ çынсене ура çине тăратнă. Ÿсерехпе пире тырă вырнă чухне кĕлтесем йăтма илсе кайнине астăватăп, çурлапа тырă вырма вĕрентетчĕç. Тырă анинчи çумкурăка çумлама та пайтах çÿренĕ. Кĕркуннепе молотилка барабанĕ патĕнче кĕлте касса тăракан колхозниксем валли кĕлтесем йăтса параттăмăр. Ирччен ĕçленĕ. Ун чухне шкулта юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çеç вĕрентме пуçланă. Çавсене мĕншĕн аса илмеççĕ-ши? Эпир ним шутра та мар. Ÿссен фермăра, уй-хирте кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Юрать-ха, пенси илетпĕр кăштах: унпа газ, свет, çÿп-çап укçи тÿлетпĕр. Эмелсем çисе çеç пурăнатпăр, вĕсем те хаклансах пыраççĕ. Эпир çĕршывĕпе те нумаях юлман пуль-ха? Катăлсах пыратпăр.

Паянхи кун та аттесене уй хапхинчен (уничерен) утса кĕрессе кĕтетпĕр, вĕсене кунтан халăхпа ăсатса янă-çке! Çук, пулмарĕ аттесене кĕтсе илесси, вĕсен хÿттине кураймарăмăр!..

Кив Мĕлĕшри вăрçă ачисем.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика