Килтен тухманни аванрах!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.04.2020, 11:20 Просмотров: 357

Коронавирус инфекцийĕ кунсерен сарăлса та сарăлса пырать. Ĕнерхи кун тĕлне Раççейре COVID-19-пе чирленĕ тата 500 çынна тупса палăртнă. Пысăк пайĕ – Мускавра. Инфекци лекнисем пĕтĕмпе 2337, вăл шутра 13 ача. Ытларикун тĕлне пĕтĕмпе 17 çын вилнĕ.

Пирĕн республикăра, оперативлă даннăйсем тăрăх, медицина тĕрĕслевĕ витĕр 1440 çын тухнă. 899-ăн асăрхавра шутланаççĕ. Чирли 1 çын.

Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чакарассипе хушма мерăсем çирĕплетнĕ. Ун Указĕпе килĕшÿллĕн мартăн 28-мĕшĕнчен тытăнса ятарлă йышăнуччен республика территорийĕнче каçхи клубсем, дискотекăсем, кинотеатрсем, кружоксемпе секцисем, ача-пăча выляв пÿлĕмĕсем, ача-пăча канăвĕн центрĕсем, канăвăн ытти учрежденийĕсем ĕçлемеççĕ. Вăхăтлăха спортзалсене, фитнес-центрсене, бассейнсене, ытти спорт объекчĕсене хупнă.

Çавăн пекех çак кунтан апрелĕн 5-мĕшĕччен ресторан-кафесен, столовăйсен, буфетсен, барсен, закусочнăйсен, обществăлла апатланăвăн ытти предприятийĕсен (дистанцилле суту-илÿ кÿрекеннисемсĕр пуçне) ĕçне вăхăтлăх чарнă.

Унсăр пуçне, илем салонĕсем, парикмахерскисем, мунча-саунăсем те тивĕçтерÿ памаççĕ.

МФЦ-сем çынсене куçа-куçăн массăллă йышăнма пăрахнă.

Коронавирус сарăлнине пула патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тата патшалăхăн тĕп экзаменĕсене ирттерессине куçарнă. ЕГЭ июлĕн 8-мĕшĕнчен тытăнмалла. 9-мĕш класран тухакансемшĕн – июлĕн 9-мĕшĕнчен. Районти шкулсем, хушма пĕлÿ учрежденийĕсем çитес эрнерен дистанцилле мелпе занятисем йĕркелĕç.

Налук служби, социаллă страховани фончĕ, Пенси фончĕ тата Раççей Почти карантина пăхăнса граждансене килтен тухмасăрах, дистанцилле мелпе, тивĕçтерÿсем сĕнеççĕ. Вĕсенче кашнинче пĕрлехи «вĕри лини» телефонĕсем ĕçлеççĕ.

Раççей федераллă налук служби: 8-800-222-22-22.

Раççей Почти: 8(8352) 63-62-12.

Раççей Пенси фончĕ: 8(8352) 64-91-14.

Раççей социаллă страховани фончĕ: 8(8352)30-39-00, 30-38-50.

Унсăр пуçне, ватă çынсем тата сахал тухса çÿрекенсем 8-800-201-32-60 телефонпа шăнкăравлама пултараççĕ. Волонтерсем вĕсемпе çыхăнса ку ушкăнрисене апат-çимĕç продукчĕсем, эмелсем туянса пама пулăшĕç.

Ватăсене пулăшассипе халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен Вăрнарти центрăн «вĕри линийĕ» те ĕçлет. Телефонĕ: 8(83537)2-75-77.

Çак эрнери кану кунĕсене çĕнĕ коронавирус çиçĕмле вăй илсе пынине кура йышăннă. Çавăнпа та нумай ĕçчене канма янă, хăшĕсене килте ĕçлеме майсем туса панă. Анчах та, çырнăччĕ ĕнтĕ, хăшĕсем правительство йышăнăвне чăнласа пурнăçласшăн мар, карантин мерисене пăхăнма васкамаççĕ. Манас марччĕ: çакнашкал хăтлану чи малтанах сирĕн сывлăхшăн, сирĕн таврари çынсемшĕн хăрушă пулма пултарать. Чи хăрушши – чир ернĕ, анчах ун симптомĕсем палăрман çынсем вируса анлăрах та анлăрах сарма пултарни. Чир ăссăрла хăтланăва пула ÿссе пырать те.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев та ют çĕршывран, Мускавран таврăнакан çынсене изоляциленмелли пирки çирĕппĕн чĕнсе каларĕ.

Влаç органĕсем сăлтавсăр обществăлла вырăнсене тухса çÿреме сĕнмеççĕ. Хура алăсемпе пите, куçа, çăвара тытма, ОРВИ паллисем пур çынсемпе хутшăнма юраманнине аса илтереççĕ. Алăсене тăтăш çумалла. Гаджетсене, телефонсене, оргтехникăна дезинфекцилемелле.

Республикăра коронавируспа çыхăннă сыхлăх мерисем çирĕпленсех пыраççĕ. Халăха асăрханулăх пирки пĕлтерес енĕпе анлă ĕç пуçарнă. Шел те, хальлĕхе инфекцирен сыхланмалли хÿтлĕх хатĕрĕсем çав-çавах çителĕксĕр. РФ Промышленность министерстви урлă çак кунсенче 300 пин медицина маски килсе çитмелле. Çавăн пекех ятарлă тытăмсен ĕçченĕсене хÿтлĕх костюмĕсемпе, перчеткесемпе, ыттипе тивĕçтерессипе те тимлеççĕ.

Хамăра, çывăх çыннăмăрсен сывлăхне упрар!

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика