ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Пурнăç уттинчен юлмасăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.04.2020 11:20 Просмотров: 62

Ял хуçалăх отраслĕнче ĕçлеме çăмăл мар. Пысăк тухăç илес тесен вăрлăхне те çĕнетсе пы-малла, мехпарка та пуян-латмалла. Паллă ĕнтĕ, укçи-тенки те пайтах кирлĕ. Самана таппинчен юлман хуçалăхсем хастар утăмсем тума майсем тупаççĕ.

«Санары» агрофирма районта, республикăра аталану çулĕпе пынипе палăрса тăрать. Тракторпа машина паркĕ нумаях пулмасть тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене çапса тĕшĕлекен «РСМ –161» комбайнпа пуянланнă.  

– Пурнăç çапла хистет. Мехпарка çĕнетни малалла кайма çул уçать,– терĕ агрофирмăн генеральнăй директорĕ Андрей Петров.

Уй-хир карапĕ хăватлă йышши. Сезонра икĕ пин гектара яхăн çĕр лаптăкĕнчи пĕрчĕллĕ культурăсене пухса кĕртме, сехетре 45 тонна тырă çапса тĕшĕлеме пултарать. «Акрос» йышши виçĕ комбайна ылмаштарать, çавăнпа та хуçалăхра хăшпĕр кивĕ техникăна сутма палăртаççĕ. Çĕнĕ комбайна лизинг мелĕпе туяннă. Унăн хакĕ 14 миллион тенкĕрен иртнĕ. «РСМ –161» уй-хир карапĕ Чăваш енре те урăх çук. Пирĕнпе кÿршĕллĕ Мари Эл Республикинче – иккĕ.

– Мехпарк хăватлă комбайнпа пуянланнишĕн савăнатăп,– пĕлтерчĕ хуçалăхăн тĕп механикĕ Алексей Шашков. – Паллах, техникăна хамăр уйсенче епле ĕçленине хăвăртрах курас килет.

Уй-хирте шурă юр курăнмасть. Талккишпех хура çĕр сарăлса выртать. Умра – çураки. Кăçал «Санары» агрофирмăра ака-суха ĕçĕсене 1454 гектар çинче туса ирттерме палăртаççĕ. Вăрлăхĕ пахалăхли. Анчахрах элита сортсем – «Эней» урпа, «Ульяновская» çурхи тулă,   çу паракан «Альфа» кăшман, «Аксайский усатый – 55» пăрçа, соя – туяннă. Пĕлтĕр те   кĕрхи туллăн паха «Немчиновская» сортне акса хăварнă. «Санары» агрофирмăн кĕр тыррисем лайăх хĕл каçнă. Çак вăхăт тĕлне илсен вĕсене пĕтĕмпех минераллă удобренисемпе апатлантарнă. Ĕçе çĕнĕ йышши «Туман – 2М» техникăпа пурнăçланă.

Палăртмалла, кăçал та «Санары» агрофирмăра нольлĕ технологие анлă çул парĕç, хура çĕре плугпа çавăрса пăрахса сухаламасăрах шуратса хăварĕç. Андрей Петров ертÿçĕ тăпрана пачах тĕкĕнменни пулăх тĕлĕшĕнчен начар çĕр çинче те тухăçлăха ÿстернине çирĕплетет. Паллах, ку меслетпе ĕçлени вăрлăха та, çунтармалли-сĕрмелли материалсене те перекетлет.

Кадрсен ыйтăвĕ çивĕч тăмасть. Ĕç вăйĕ çителĕклĕ. Техника юсавлă. Механизаторсем паян тесен паян уй-хире тухма хатĕр. Хальхи вăхăтра хуçалăхра акмалли вăрлăха им-çамлассипе ĕçлеççĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ