Купăста çĕрет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.04.2020, 09:35 Просмотров: 258

Нÿхрепре упранакан купăстапа тем пулнă: мамăклă кăвакăшпа витĕннĕ, çĕрет.

Ахăртнех, купăстана сăрă çĕрĕк чирĕ çулăхнă. Нÿхрепе вăл ÿсентăран юлашкипе, сиенленнĕ купăста пуçĕпе, тăпрапа лекет те унта сывлăшпа сарăлать. Нÿхрепри сывлăш ытлашши нÿрĕ тата ăшă пулни, конденсат пухăнни купăстана çĕртет. Уйрăмах чылай вăхăт упранман сортсем (хĕллехисем сайра чирлеççĕ), кĕркунне шăннисем, çиелти çулçисене нумай иртнисем çĕреççĕ.

Мĕн тумалла; Сиенленнĕ çулçăсене пĕтĕмпех иртмелле. Çĕрĕк чирĕ малалла аталанасран купăста пуçĕсене пурăпа сапма е хаçатпа чĕркеме юрать.

Купăстана çĕрĕк чирĕсĕр пуçне некроз чирĕ те çулăхать – çулçăн шал тата тулаш енче сăрă-хура пăнчăсем пуррине купăстана пухса кĕртнĕ чухнех асăрхама пулать. Упраннă вăхăтра чир малалла сарăлать. Çавна май купăста сăрă çĕрĕк чирĕпе е лăймака бактериозĕпе чирлет. Некрозăн тĕп сăлтавĕ пахчаçимĕçе чылай хушă 1 градусран сивĕрех вырăнта тытнипе тата çитĕнтернĕ вăхăтра азот удобренийĕпе ытлашши апатлантарнипе çыхăннă.

Шурă çĕрĕк чирĕ купăстана ÿснĕ вăхăтра та, упраннă чухне те сиенленме пултарать. Чылай чухне çакă йĕпе-сапаллă çул пулать. Купăста пуçĕ мамăк евĕрлĕ кăмпа тĕввипе хупланать.

Лăймакаллă бактериозлă купăстан малтан çиелти хупласа тăракан çулçисем сиенленеççĕ, унтан чир шала кĕрсе лайăх мар шăршă кăларать. Тепĕр чухне сывă тата чирлĕ çулçăсем пĕр-пĕринпе черетленеççĕ. Лăймака бактериозĕ нÿхрепре ăшă тăрсан пушшех вăйлă аталанать. Купăста упранакан вырăнта 1–3 градусран ăшăрах пулмалла мар. Нÿхрепре типĕ пулмалла, нÿрĕк виçи 70–80 процентпа танлашмалла.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика