Шăлсен сывлăхĕ çинчен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.04.2020, 09:35 Просмотров: 330

Илемлĕ кулă, вăрттăнлăх мар, пурне те ун хуçи çине пăхтарать, савăнăçлă кăмăл парнелет. Анчах шăлсем шап-шурă та илемлĕ мар-тăк, кулă ăçтан хитре пултăр. Çавăнпа та, шăлсем сывă пулччăр тесен, вĕсене типтерлĕ пăхса тăмалла.

Шăлсене тĕрĕс тасатăр. Вĕсене кунне икĕ хутран кая мар – ирхине тата çывăрас умĕн – тасатмалла. Щеткăна тĕрĕс суйлани пĕлтерĕшлĕ. Хытти, вăтамми е çемçи кирлĕ-и – сирĕн шăл тунисен туйăмлăхĕнчен килет. Енчен те вăтам хыттипе шăл тунисем шыçаççĕ-тĕк, тÿрех çемçине туянмалла. Щеткăна кашни виçĕ уйăхра çĕннипе улăштарма сĕнетпĕр.

Шăлсене мĕнле тасатсан тĕрĕс; Вĕсен чăмлакан çийĕсене сылтăмалла-сулахаялла тасатмалла. Шăлсен çÿлти ретне – шăлакан хусканусемпе çÿлтен аялалла, аялтисене – аялтан çÿлелле. Çÿлти тата аялти янах шăлĕсен умри ушкăнĕсен çăвар маччи тата чĕлхе çийĕсене тасатнă чух щеткăна шăл ретне перпендикулярлă тытмалла.

Шăл пастине суйлатпăр.

Енчен те шăл тунисем шыçнине сисрĕр-тĕк, сире сиплевпе профилактика пасти кирлĕ. Шăл тĕсĕ килĕшмест-тĕк – шуратаканни. Çавăн пекех гигиенăллă шăл пастисем те пулаççĕ. Анчах вĕсен пурин те сиенлĕ енĕсем пур. Çавăнпа та сире кирлĕ, усăллă шăл пастине суйлама стоматологпа канашлăр.

Шăлсем хушшинче хушăксем нумай пулсан апат хыççăн ятарлă çиппе те усă курма сĕнетпĕр. Капла эсир апат юлашкийĕсене пĕтеретĕр, çăварти ырă мар шăршăран хăтăлатăр.

Çăвара чÿхемелли шĕвексен суйлавĕ пирки те тухтăрпа канашласан аванрах. Анчах стоматологран ыйтса пĕлме май çук-тăк, профилактика тĕллевлине туянăр. Чÿхемелли шĕвекри активлă япаласем йывăр вырăнсене те çитеççĕ, бактерисене вĕлереççĕ, тасамарлăхсене пĕтереççĕ.

Тĕрĕс апат-çимĕç шăл илемне упрать. Шăлсемпе шăл тунисем сывă пулччăр тесен рациона çак продуктсене кĕртмелле:

Сĕт продукцийĕ – унта кальци нумай. Вăл организмри мĕнпур шăмăсен «строительство материалĕ» шутланать.

Кишĕр – каротин çăлкуçĕ, çăварăн лăймака сийĕшĕн тата шăл тунисемшĕн усăллă. Кунсăр пуçне эмале те çирĕплетме пулăшать.

Пулăра шăлсен сывлăхĕшĕн кирлĕ фосфор чылай.

Тинĕс купăстинче йод нумаййи вара организмри япала ылмашăвне лайăх витĕм кÿрет.

Суханра фитонцидсемпе С витамин виçи пысăк, вăл цинга евĕр чире асăрхаттарать, шăл тунисене çирĕплетет.

Панулмине авалтанах шăл тунисен массажĕ валли, шăл çинчи тасамарлăхсене пĕтерме усă курнă.

Цикорий япаласен ылмашăвне йĕркене кĕртет кăна мар, çăварти юн çаврăнăшне те вăйлатать.

Кавăн вара цинк, фтор, селен евĕр микроэлементсемпе пуян.

Шăлсемшĕн сиенлĕ продуктсем: хытă, йывăр апат-çимĕç (сухари, мăйăр тата ытти те), ăшаланă хĕвелçаврăнăш вăррисем, чустаран пĕçернĕ çимĕçсем, фастфуд, сĕлĕ кĕрпипе сахăр (вĕсем кальцие йышăнма чăрмантараççĕ), газлă пылак шывсем, йÿçĕ çырласемпе сĕткенĕсем.

Ан манăр: шăл сывлăхне яланах тимлĕхре тытăр. Сире нимĕн те аптратмасть-пăшăрхантармасть пулсан та стоматолог патĕнче çулталăкра икĕ хутран кая мар пулмалла.

Максим Самарин,

врач-стоматолог-хирург.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика