Туя тытсан та алăран ĕç каймасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.04.2020, 09:36 Просмотров: 359

Ольга Алексеевна Егорова ĕçчен, таса чунлă пулнипе ырă ят çĕнсе илнĕ.

Вăл 1930 çулхи çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче Уйкас Юнтапа ялĕнче çуралнă. Çемьере 5 ача çитĕннĕ: Праски, Анна, Марье, Георгий, Ольга – кĕçĕнни.

Ĕçчен çемье выльăх-чĕрлĕх тытнă. Ашшĕ, Алекçи, пиччĕшĕпе пĕрле çил арманне ĕçлеттернĕ. Çакă влаçрисене тата чухăнсен комитетне килĕшмен. Ун чухнехи саккунпа, 1936 çулта, вĕсен арманне тата кил-çуртне туртса илеççĕ. Ашшĕпе икĕ пиччĕшне Çĕпĕре ссылкăна ăсатнă. Ашшĕ Çĕпĕртен каялла таврăнайман. Ольга ун чухне çиччĕри ача пулнă.

Пиччĕшĕ Георгий, 1919 çулта çуралнăскер, салтакра хыпарсăр çухалать. Хуйха пула амăшĕ ураран ÿкет, нумай çул чирлесе пурăнать. Ачасене аслă аппăшĕ Анна, 1921 çулта çуралнăскер, ура çине тăма пулăшать. Вăл Калининăри педучилищĕрен вĕренсе тухнă. Уйкас Юнтапа шкулĕнче тимлеме тытăннă. Пенсие тухсан та нумай çул кĕçĕн класс ачисене вĕрентнĕ.

Пурнăç çăмăл пулман, вăрçă вăхăтĕнче сахал мар асап тÿсме лекнĕ. Ольга çав çулсенчи пурнăçа куççульсĕр аса илеймест.

– Колхоз уйĕнче хĕл каçса шăннă çĕрулмине пуçтарса крахмал икерчи пĕçерсе çиеттĕмĕр. Çулла сертерен, пиçен çулçинчен тата ытти курăкран яшка пĕçернĕ. Вăрçă вăхăтĕнче ялти ытти ачасемпе пĕрле аркăпа пучах пуçтарнă, тырпул çумланă, фронтри салтаксем валли нускисем çыхнă, – аса илет Ольга Алексеевна. Ку çеç те мар, вăрçă вăхăтĕнче те, ун хыççăн та выçлăх асаплантарнă.

Ольга та аппăшĕ пекех вĕренме каясшăн пулать, анчах та çимелли те, тăхăнмалли те çук пирки пăрахса килет.

Ашшĕсĕр тăрса юлнă ачасем ирех ĕçе хăнăхнă. Амăшĕ вилсен Ольга колхоз ĕçне кÿлĕнет. Çамрăк хĕр вăрман та ĕçлет, ытти ĕçсене те пурнăçлать.

1957 çулта ял каччипе Иван Егоровпа пĕрлешет. Мăшăрĕ çемьере кĕçĕнни пулнăран вĕсем унăн тĕп килĕнче пурăнма тытăнаççĕ. Иванпа Ольга, иккĕшĕ те питĕ ĕçченскерсем, пурнăçа аталантарма пуçлаççĕ. Иван «Гвардеец» колхозра платниксен бригадине чылай çул ертсе пырать. Ольга лашапа ĕçлет, навус, çĕмел, утă турттарать, арман авăртать. Иванăн ашшĕ хуртсем тытнă, Çавал хĕрринче хăва касса лăпă-карçинкка çыхнă. Килте выльăх-чĕрлĕх нумай усранă, лаша та тытнă.

Иванпа Ольга 4 ача çуратса ÿстерсе ура çине тăратрĕç. Аслă хĕрĕ Лида Шупашкарти приборсем тăвакан «Элара» заводра 42 çул ĕçлесе пенсие тухрĕ. Хĕлле амăшне хăй патĕнче, хулара, пăхать. Çулла ялта пурăнаççĕ. Саша Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухсан телевиденире аслă энергетикра ĕçлет. Вера Шупашкарта ЖЭК-ра бухгалтерта тимлет. Кĕçĕнни Роза строительство фирмин аслă бухгалтерĕнче тăрăшнă, хальхи вăхăтра Америкăра хĕрне ача пăхса пулăшать.

Иван 2008 çулта 80 çул тултарсан чирлесе пурнăçран уйрăлчĕ. Ольга Алексеевна ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса пурăнать. Унăн 4 мăнук тата 4 кĕçĕн мăнук.

Аслă ăрури çынсем çирĕплĕхĕнчен тĕлĕнме пăрахаймастăн. Туяпа утсан та алран ĕç каймасть вĕсен. Ольга пĕр кун та ахаль лармасть. Алĕç тăвать, шарфсем, тутăрсем çыхать, ачисене, тăванĕсене парнелет.

Маргарита СЕРГЕЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика