Ял пурăнсан чăваш чĕлхи пĕтмест

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.04.2020, 09:37 Просмотров: 234

Ара, ял пурнăçне ял халăхĕ тĕплĕнрех пĕлет. Çавна шута илсе Пуканкасси хастарĕсем ялта обществăлла канаш тата хĕрарăмсен канашĕ йĕркелерĕç.

Яла илем кĕртме тухмалла-и, тĕрлĕ уявсем ирттермелле-и е куллен сиксе тухакан ыйтусене татса памалла-и – çак актив пур ĕçре те яваплă тăрăшать. Ял старости, Чăвашрадио корреспонденчĕ Альбина Фомина хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать.

«Çынсем вулама пăрахсан шухăшлама та пăрахаççĕ», – тенĕ Д.Дидро. Хальхи вăхăтра (уйрăмах ачасем) кĕнеке сахал вулама пуçлани çинчен çыраççĕ. Çавна шута илсе, ялти хĕрарăмсен канашĕ тата обществăлла канаш тăрăшнипе, Пуканкасси клубĕнче «ирĕклĕ библиотека» уçрĕç. Клуба ялта пурăнакан халăх шучĕ çитменнипе (çынсем çапла калаççĕ) хупса хурсан ял халăхĕн канăвне мĕнле майпа йĕркелесси çинчен те пуç ватнă хастарсем.

Акă, пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче, ялти клуба халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Ара, пĕчĕк яла çавăн пек пысăк хăнасем – чăвашсен профессилле Писательсен союзĕн председателĕ Лидия Ивановна Филипповăпа унăн ĕçтешĕсем, Раиса Воробьева, Галина Кĕмĕл (Серебрякова) поэтсем, Улькка Эльмен çыравçă, Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ Ольга Федорова (Васильева) тата чăваш халăх артистки Светлана Савельева – килни кама савăнтармĕ. Вĕсем халăха хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, сăвви-юррисемпе савăнтарчĕç. Светлана Савельева артистка тĕрлĕ спектакльсенчи монологсене вуласа итлекенсене кăсăклантарчĕ, чăваш халăх юррисене куракансемпе пĕрле юрларĕ. Ярмушкари культура çурчĕ çумĕнчи «Утмăлтурат» фольклор ушкăнĕ те юрăсемпе савăнтарчĕ.

Хаклă хăнасем «ирĕклĕ библиотекăна» хăйсен тата ытти çыравçăсен кĕнекисене парнелерĕç. Нумайлăха асра юлĕ çак тĕлпулу. «Ял пурăнсан чăваш чĕлхи пĕтмест», – теççĕ. Ял халăхне çакăн пек тĕлпулусем хавхалантараççĕ, ĕçлеме вăй хушаççĕ.

Любовь АНИСИМОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика