Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.04.2020, 09:38 Просмотров: 297

Патриотлăх – ĕмĕрсем хушшинче çирĕпленнĕ чи аслă туйăмсенчен пĕри. Вăл уйрăмах йăх-несĕлĕмĕрсенче вăйлă аталаннăран ĕнтĕ пирĕн совет халăхĕ фашистла Германие çапса аркатма пултарнă. Паллах, Тăван çĕршыва хÿтĕлесе чи хаклă пуянлăха – пурнăçа – панă. Вăрçа пула 27 миллион çын ĕмĕрлĕхе куçĕсене хупнă.

Вăрнар районĕнчен 11526 çын фронта тухса кайнă, 5597-ĕшĕ хаяр çапăçу хирĕнчен каялла таврăнайман. Вĕсенчен пĕри – Упнер ялĕнче çуралса ÿснĕ Григорий Максимович Иванов. Унăн салтак çулĕ каялла выртман, 42 çулти фронтовик хăйĕн мăшăрĕ, ачисем патне таврăнайман. 2015 çулччен тăванĕсем Григорий Максимовича ăçта пытарнине те пĕлмен. Кĕçех ырă хыпар çитнĕ.

– Эпĕ ун чухне Упнер ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлеттĕмччĕ. Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен Василий Казанцевран электронлă çыру илтĕмĕр. Вăл шырав отрячĕсен сайчĕсене тишкернĕ май Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Упнерти салтака Григорий Иванова ăçта пытарнине пĕлнĕ те хыпара ентешĕсем патне çитерме шутланă, – терĕ Хапăсри Тамара Антоновна Арбузова.

Ял хуçалăх кĕнекинче Григорий Иванов пирки çырнине тупнă хыççăн Тамара Антоновна тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ. Ара, вăл Упнер салтакĕн çемйин йышĕпе паллашнăçемĕн хăй пĕлекен çынсен ячĕсене, хушамачĕсене курах кайнă. Григорий Максимович Иванов шăпах унăн аслашшĕ иккен. Паллах, Тамара Антоновна малтан та аслашшĕн пурнăçĕпе кăсăкланнă-ха. Анчах та ăна урăх хушаматпа шыранă.   Вăрçă вăл – çĕр йăтайми инкек, пысăк çухату. Аслашшĕ 1943 çулхи нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче Ленинграда ирĕке кăларассишĕн пынă хаяр çапăçăва хутшăннă, тăшман пульли ăна вилмеллех амантнă.

«Уголек» (Санкт-Петербург), «Суворов» (Мускав облаçĕнчи Коломна хули) шырав отрячĕсем тепĕр утмăл çултан Григорий Иванов хĕрлĕ армеецăн юлашкийĕсене Ленинград облаçĕнчи Киров районĕнче тупнă, медальон тăрăх ятне-хушаматне палăртнă, «Синявино çÿллĕшсем» мемориалта пытарнă.

Кăçалхи пуш уйăхĕнче «Жди меня» программăн Кемерово облаçĕнчи консультаци пунктĕнчен Упнер ял тăрăхĕн администрацине электронлă пĕлтерÿ çитнĕ. Унта Григорий Максимович Ивановăн тăванĕсене шыраса тупма ыйтса çырнă. Вырăнти влаç ĕçченĕсем Тамара Антоновнăпа хăвăртах çыхăннă. Григорий Ивановăн мăнукĕ корреспондентсемпе çыхăну тытма килĕшнĕ.

Паттăрлăх вилĕмсĕр, теççĕ. Хастарлăхпа, иксĕлми хăюлăхпа палăрса тăнă, Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн пуç хунă аслашшĕне мăнукĕсем, ентешĕсем, тăванĕсем пурнăç тăршшĕпех асра тытĕç.

Григорий Ивановăн аслă ывăлĕн, Тамара Антоновнăн ашшĕн, шăпи вара ăраскаллăрах пулнă. Антон Григорьевичăн вăрçа кайма ят тухсан амăшĕ, Домна Игнатьевна, хытă куляннă. Мăшăрĕ Тăван çĕршыва фашистсенчен хÿтĕлесе пуç хунă, килĕнче пилĕк ача çурма тăлăх çитĕнет. Аслă ывăлне фронта ăсатнă чух: «Тăван киле таврăнма çул ÿктĕр!» – тесе пехилленĕ. Салтак аттине тăхăннă Антон Григорьев яппун оккупанчĕсемпе çĕр çинче те, шывра та хăюллăн çапăçнă. Вилĕм куçран пăхнă, анчах çĕнтереймен. Тăшман гранатин ванчăкĕ амантсан Упнер каччин госпитальте сипленме тивнĕ. Тăван яла 1950 çулта кăна таврăннă. 40 çула яхăн Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче тăрăшнă. Мăшăрĕпе тăватă хĕр çуратса ÿстернĕ. Антон Григорьевич ĕмĕр тăршшĕпех хăйĕн ашшĕне ăçта пытарнине пĕлесшĕн пулнă. Хыпара кăшт кăна кĕтсе илеймен – 88 çулти ĕçпе вăрçă ветеранĕн чĕри 2014 çулта тапма чарăннă. Хальхи вăхăтра Антон Григорьевăн виçĕ йăмăкĕ пурăнать. Тăванĕсем, ачисем, мăнукĕсем паттăр фронтовикпа тивĕçлипе мăнаçланаççĕ. Антон Григорьевичăн çутă сăнарĕ ĕмĕрĕпех вĕсен чĕринче упранĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика