Тăвансемпе хутшăнни аван

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.04.2020, 09:40 Просмотров: 247

Кашниннех хăй кĕтнĕ, юратакан кунĕ пур. 65 çул урлă каçрăм пулсан та маншăн вăл – Çимĕк. Мĕн ачаранпах çавăн пекчĕ: иртсе анчах каятчĕ, ăна çулталăк хушши кĕтсе пурăнаттăм. Халĕ те çаплах.

Атте-анне вĕрентнĕ-хăнăхтарнă йăлана хальхи вăхăтра та пăхăнса пыратăп. Астăватăп: Çимĕке малтанах килтисем хатĕрленме пуçлатчĕç. Мунча кĕме çичĕ йывăçран мăшăр милĕк çыхатчĕç. Ачасене вара шыва 7 хутчен кĕме сĕннĕ. Çимĕкре ваттисене Чиркÿре асăнтаратчĕç, шăматкун масар çине кайса кучченеçпе асăнса килетчĕç. Вырсарникун килте тăвансемпе пухăнасси йăлара пулнă.

Анне Çĕрпелтен те, пирĕн пата унти тăвансем йышлă килетчĕç. Уйрăмăнах аннен пиччĕшĕ, кукки, пĕтĕм йĕркине пĕлетчĕ. Ăна Çĕрпелте Кушак Йăванĕ тесе чĕнетчĕç. Анне каланă тăрăх, «Кушак» ятне çамрăклах çаклатнă. Пĕчĕк чух çерçи чĕппине илме улăм витнĕ кĕлет тăррине хăпарма тивнĕ. Шăлавар кĕсйи пулманран чĕппе çăвара хыпса аннă. Кĕлет умĕнчи михĕ лартмалли сак çине сикнĕ те, çерçи чĕппин пуçĕ çăвартах юлнă, кĕлетки вара çĕре ÿкнĕ тет. Çак мыскарана пула «Кушак» тенĕ те ăна. Куккипе пĕрле хăнана аннен йăмăкĕ, мăнакка Етук, тата вĕсен ачисем килетчĕç. Хамăр вĕсем патне Питрава каяттăмăрччĕ. Ку уяв та Çимĕк пекех мăнаçлăн иртетчĕ. Пире, ачасене, атте илсех çÿресшĕн марччĕ, анчах хăшпĕр чухне праçнике пурпĕрех лекеттĕмĕр. Уйрăмăнах ват куккипе (Кушак Йăванĕпе) хутшăнма юрататтăмăр. Инке тутлă кучченеçсемпе хăналатчĕ. Эх, савăнаттăмăр вара. Питравне чăнах та мăнаçлă уявлатчĕç ĕнтĕ, эрнипех кĕрлетчĕç. Астăватăп-ха, кашни тăван патне кĕрсе тухаттăмăр, тул çутăлсан тин киле çаврăнса çитеттĕмĕр. Çимĕкре вара масар çине кайса ваттисене асăнса килсен çамрăксем вăрмана тухатчĕç. Чечексем, вĕрене тураттисем пухса хапха çине çакса илемлетнĕ. Çак çула çитсе те Çимĕкре вăрçнă-çапăçнă тенине илтмен.

«Ирех тăрса кĕтÿ хуса яраймарăм, çавăнпа та хунямана юраймарăм» текен юрă яланах манăн асăмра. Ăна Питравран киле таврăнакан хĕрарăм лаша урапи çинче шăрантарса пыратчĕ. Ун çумне тилхепе тытнă упăшкин сасси те хутшăнатчĕ. Урапи çинче хуткупăсĕ те пĕрлех. Хальхи вăхăтра Питрав та, Çимĕк те ĕлĕкхи пек иртмест. Çынсем тăванĕ-пĕтенĕсемпе пĕр-пĕрин патне ытлашшиех çÿремеççĕ.

Кушак Йăванĕн йăхĕнчен аслисенчен паян Веня кукки анчах пурăнать. Вăл хăйĕн пурнăçне колхоз ĕçĕпе çыхăнтарчĕ, механизаторта тăрăшрĕ. Ман ăна, тава тивĕçлĕ колхознике, ырлăх-сывлăх тата нумай çул пурăнма сунас килет.

Икĕ уявĕ те вилнисене асăнмалли кунсем. Анчах темшĕн çынсем вĕсене юрласа-ташласа ирттерсе яраççĕ; Леш тĕнчерисем те çакăн пек савăнăçлă пурăнччăр теççĕ, пуль. Тепĕр тесен, кашниех вĕсене хăйне май ăнланать, уявлать ĕнтĕ. Манăн пурнăçра вара ваттисене асăнмалли кунсем пысăк йĕр хăварчĕç. Çавăнпах вĕсем çитиччен масар çинче кашни çулах тирпей-илем кĕртетĕп, картисене юсатăп, çÿп-çапран тасататăп. Вилнисем яланлăхах канлĕх тупнă вырăн таса пулмалла. Çак тивĕçе никамăн та манмалла мар.

Василий ИВАНОВ.

Тимĕрçкасси.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика