ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Çĕнтерÿçĕсем тăрук çуралмаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.04.2020 09:40 Просмотров: 201

Ку ĕçе тренерсен пысăк тăрăшулăхĕ, вăй-хăвачĕ хывăнать

Александр Владимирович Созонов, акă, хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе миçе ăрăва спортпа туслаштарман-хĕмлентермен пулĕ, мĕн чухлĕ хĕрпе каччăна йывăрлăхсене çĕнсе тĕллевсем патне туртăнма вĕрентмен пулĕ.

Вăл, Элĕк районĕнчи Якунекасси ялĕнче çуралса ÿснĕскер, Вăрнар районĕшĕн калама çук пысăк ĕç пурнăçларĕ. Тĕрĕссипе, спорт Александр Владимировичшăн пĕтĕм пурнăç тесен те йăнăш мар. 65 çула çитичченех вăл район чысне тĕрлĕ ăмăртура яланах чи çÿллĕ шайра хÿтĕлерĕ. Хăй çеç мар, унăн вун-вун воспитанникĕ çĕршыв таран çĕкленме пултарчĕ.

Çăмăл атлетикăпа, йĕлтĕрпе чупассипе шкул çулĕсенче туптаннă ăсталăхĕ ăна спорт тĕнчине çул хывма пулăшнă та. Ÿсĕмсен ытларах пайне вăл Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче тата Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче пĕлÿ илнĕ тапхăрсенче тунă.

Çартан килсен вăл, 1973 çулта, çĕршывра сарăлнă ГТО нормисене малтисен йышĕпе пурнăçланă. «Вăл вăхăтра республикăра бассейнсем шутлă кăначчĕ. Ишессипе ăсталăха ÿстерме Шупашкарти «Спартак» спорт шкулне çÿренĕ», – аса илет Александр Владимирович.

Унăн пурнăçне спорт энтузиасчĕсемпе тата фаначĕсемпе – техникумра Николай Алексеевич Старшов, Валерий Миронович Миронов, Петр Терентьевич Терентьев, институтра Леонид Семенович Сниткин, Анатолий Дмитриевич Захватов, Анатолий Алексеевич Алексеев тренер-преподавательсемпе – тĕл пулни улăштарнă. Вĕсем Александр Владимировичшăн чăн-чăн хавхалантаруçăсем, маяксем вырăнĕнче пулнă, çĕнтерÿсем тума илĕртнĕ. Тренерсем çамрăкра спортри таланчĕ, вăйĕ пысăк пулнине витĕр курнă ĕнтĕ.

Институтра ăс пухнă тапхăрта студентсен команди çуллахи полиатлон енĕпе çĕршыв чемпионатĕнче 102 вĕренÿ заведенийĕ хушшинче тăватă çул харăс призлă вырăна алăран вĕçертмен. Александр Созонов команда капитанĕ пулнă. Унпа пĕрле тăван вĕренÿ заведени, республика чысне паллă та ăста спортсменсем – Елена Комарова, Валерий Григорьев, Илья Самсонов, Надежда Борисова, Валентин Тимофеев, Алексей Павлов – хÿтĕленĕ. «Çав çулсенче пирĕншĕн çуллахи нумай енлĕ кĕрешÿ енĕпе республикăри пĕрремĕш спорт мастерĕ Вячеслав Чернов чăн-чăн кумир вырăнĕнчеччĕ. Эпир ун пек пулма, унран юлас мар тесе куллен пиçĕхеттĕмĕр. Çак ăнтăлу пире пысăкрах кăтартусем пурнăçлама май панă ĕнтĕ», – кăмăллăн пĕлтерет Александр Владимирович.

Çитĕнÿсемпе çÿлелле çĕкленес, района, республикăна паха кăтартусем парнелес туйăмпа çунатланни хăй «çимĕçне» нумай хутчен панă. 1980 çулта Раççейри ăмăртура çĕнтерсе вăл Грозный хулинче çуллахи полиатлон енĕпе иртнĕ Пĕтĕм Союзри ăмăртăва хутшăнма тивĕçнĕ. Унтан вăл ылтăн медальпе таврăннă. Икĕ çултан Рязаньте СССР спорт мастерĕн нормативне вунă очко ирттерсе пурнăçланă, Чăваш ен рекордне çапнă. Хисеплĕ çак ята ăна çав çулах, 1982-мĕшĕнче, панă.

Пĕр çул маларах вăл Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче комсомол организацийĕн секретарĕнче ĕçлеме тытăннă. Тĕрлĕ çулсенче преподавательте, директорăн производство вĕрентĕвĕн, воспитани ĕçĕн заместителĕнче тăрăшнă. ,çе яланах спортпа çыхăнтарса пынă, ăмăртусен вĕçĕ пулман. Вăрнар районĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче полиатлон енĕпе республикăра ырă ятлисен шутне кĕрсе çирĕпленнĕ. Вăл вăхăтра район командишĕн Валерий Наумов, Леонид Захаров, Зинаида Терентьева, Валерий Александров, Станислав Зубов, Сергей Политов, Рена Кириллова (Грачева), Надежда Лаврентьева, Валерий Миронов, Николай Старшов, Петр Терентьев кĕрешнĕ.

Физкультура енĕпе тренер-преподаватель пулнă май, Александр Владимирович патĕнче ăсталăха туптанă волейболистсем те, çăмăл атлетсем те, йĕлтĕрçĕсемпе теннисистсем те республикăра яланах лайăх кăтартупа палăрнă. Хĕллехи тата çуллахи полиатлон енĕпе вара Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн команди Раççейре чи вăйлисен йышне кĕнĕ, республикăра нумай çул чемпион ятне алăран вĕçертмен.

Çĕнтерÿçĕсем тăрук çуралмаççĕ. Техникумра ĕçленĕ çулсенче Александр Владимирович кашни вĕренÿ çулĕнчех вуншар спорт мероприятийĕ йĕркеленĕ. Вăл вĕренекенĕсен кашни ăрăвĕпе тивĕçлипе мухтанма пултарать. Хăй патĕнче ăсталăха туптанă, районти паллă спортсменкăпа Галина Павловапа, ачасене сывă пурнăç йĕркине явăçтарассипе чылай çул çума çумăн ĕçлерĕç.

Ветеран хăйне, хăйĕн вĕренекенĕсене спортра аталанма майсем туса панăшăн район ертÿçисене – Анатолий Иванович Кузьмина, Леонид Григорьевич Николаева, техникум ертÿçисене Геннадий Петрович Иванова, Василий Михайлович Ведина, Александр Николаевич Борисова, Илья Анатольевич Арбузова, ун çумне Наталья Геннадьевна Егорована ырăпа аса илет.

– Спортпа туслă пулни чи малтанах вăй-хăват парать. Вăл çурт никĕсне хывнă пекех ман пурнăç никĕсĕнче те аван çирĕпленнĕ. Спорт юлташсен йышне ÿстерет, пурнăçра тĕрĕс çулпа кайма пулăшать. Çавăн пекех хамăр хыççăн тивĕçлĕ ăру хăварни те лайăх. Хальхи вăхăтра районта сывă пурнăç йĕркине хăнăхма пĕтĕм условисем пур: Вăрнартах пăр керменĕ, бассейн, йĕлтĕр бази, стадион, фитнес-центр, спорт комплексĕ пур. Шкулсен спортзалĕсене çуллен çĕнетсе пыраççĕ», – тет Александр Владимирович.

Сăмах май, унăн Николай ывăлĕ те – сывă пурнăç йĕркин пысăк тусĕ. Районти, республикăри ăмăртусенче хастар.

Александр Владимировичăн ĕçне патшалăх тивĕçлĕн хакланă. Спортри пысăк çитĕнÿсемшĕн, республикăри, Пĕтĕм Раççейри ăмăртусене хутшăнма командăсене çÿллĕ шайра хатĕрленĕшĕн, агропромышленность комплексĕ валли çирĕп сывлăхлă кадрсем вĕрентсе кăларнăшăн Хисеп грамотисемпе нумай чысланă. Вăл – Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн вăтам професси пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ.

Спорт ветеранĕ паян выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тимлет. Çав вăхăтрах спорта та пăрахмасть. Çуран утать, бассейна çÿрет...

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ