Вăрнарсем те ырăпа палăраççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.04.2020, 09:41 Просмотров: 251

Паянхи кун çĕршывра пуç пулса тăнă çĕнĕ коронавирус чирĕ тĕп тема вырăнне тухрĕ. Анчах та çынсем ыркăмăллăх пирки те манмаççĕ.

Республикăра «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон малалла тăсăлать. Вăрнар районĕнче пурăнакансем те ыркăмăллăх ĕçĕнчен нихăш çул та юлман. Кăçал та сăваплăх пирки манмаççĕ. Эрне пуçламăшĕ тĕлне марафон çÿпçине вĕсем пĕтĕмпе 54900 тенкĕ куçарнă.

Пирĕн районта малтанхи çулсенче ыркăмăллăх акцийĕн укçине тупăш сахал илекен, нумай ачаллă çемьесенчи ачасене вĕри апат çитерме янă. Пĕлтĕр çавăн пекех ун пухмачĕнчи укçа-тенкĕпе пурнăçăн йывăр лару-тăрăвне лекнĕ çемьесенчи ачасене шкул хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ.

Иртнĕ çул «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон йĕркипе пухăннă пĕрлехи суммăран 329 пин те 86 тенки вăрнарсен пулнă.

Ырă ĕç туни ырăпах таврăнать. Аслисен айăпĕпе, пурнăçри сăлтавсене пула йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ ачасене пулăшни сăваплă. Çавăнпа та ку акцие кашниех хутшăнма пултарать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Реквизич,сем:

Чувашское региональное отделение Общероссийского общественного благотворительного фонда «Российский детский фонд» (сокращенно ЧРО ООБФ «Российский детский фонд»)ĕ

расчетный счет № 40703810075220160067

в Чувашском Отделении № 8613 ПАО Сбербанк

БИК 049706609

к/с 30101810300000000609

ИНН 2128005408, КПП 213001001

В назначении платежа необходимо указать «Благотворительный взнос в марафон «Именем детства, во имя детства»

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика