Мерăсене ахаль йышăнман

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.04.2020, 09:42 Просмотров: 341

Раççей Президенчĕ Владимир Путин коронавируспа кĕрешес тĕлĕшпе йышăннă çĕнĕ мерăсем пирки халăх патне тепĕр хут видеочĕнÿпе тухрĕ.

Çĕршывра

Хăшпĕр массăллă информаци хатĕрĕсем çынсем ытти чухне те чирленĕ, вилнĕ тесе ăнлантараççĕ, анчах та Владимир Путин ку эпидеми çивĕччине, тĕнчере, вăл шутра Раççейре те, ун «хăвачĕ» пикĕ иртменнине палăртрĕ.

Владимир Путин шалу сыхланса юлнă ĕçлемелле мар кунсене хальлĕхе апрелĕн 30-мĕшĕччен тăснине пĕлтерчĕ. Лару-тăру лайăхлансан ку тапхăра кĕскетĕç.

Раççей субъекчĕсен пуçлăхĕсене хушма полномочисем кÿнĕ – эрне вĕçлениччен вĕсен регионти эпидемиологи лару-тăрăвне шута илсе чару мерисем хатĕрлемелле. Çавăн пекех вĕсем хăш организацисем ĕçлесси-ĕçлемессине хăйсем палăртма пултараççĕ.

Влаç органĕсем, медучрежденисем, пирвай кирлĕ таварсен тата апат-çимĕç лавккисем, чарăнма май çук производство предприятийĕсем унчченхиллех ĕçлĕç.

Ĕнерхи кун тĕлне Раççейре коронавируспа чирленĕ 601 çĕнĕ тĕслĕхе тупса палăртнă. Талăкра тăватă çын вилнĕ. Чирлисен йышĕ пĕтĕмĕшле 4149-а çитнĕ, чире пула 34-ăн пурнăçран уйрăлнă. Пĕтĕмпе 281 çын сывалнă.

 

Республикăра

Чăваш енре çĕнĕ коронавируспа чирленĕ тепĕр тĕслĕхе регистрациленĕ. Ку хĕрарăм республикăна, Нижневартовск хулинче регистрацире тăраканскер, Мускавран килнĕ. Хăйне вăл тĕп хуларах япăх туйнă, çавăнпа анализ та панă, анчах самоизоляци правилисене пăсса, результатсене кĕтсе илмесĕрех Шупашкара килнĕ. Мускавра панă тесчĕ коронавирус пуррине палăртнă. Хĕрарăма изоляциленĕ.

Çак тĕслĕхе тĕпе хурса Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев мерăсене тата та çирĕплетмеллине пĕлтернĕ. Çынсем урама сăлтавсăр тухса çÿрессине чакарма пропусксемпе разрешенисен механизмне ĕçе кĕртни тĕрĕс пулнине палăртнă.

Районта

Пирĕн районта ку амака район территорине илсе кĕрессине тата сарассине асăрхаттарассипе оперативлă штаб йĕркеленĕ. «Çак кунсенче ĕç ушкăнĕсем чукун çулпа района килекенсене памяткăсем валеçнĕ, самоизоляци режимне пăхăнмаллине çирĕп асăрхаттарнă. Унсăр пуçне, оперативлă штаб ушкăнĕ суту-илÿ объекчĕсем тăрăх рейда тухнă. Вахта мелĕпе Мускавран тата ытти регионтан ĕçлесе таврăннисене килĕрен тĕрĕслеççĕ, хÿтлĕх мерисем пирки ăнлантараççĕ. Вулакансене харпăр хăйне чиртен хÿтĕлесси пирки хаçат урлă асăрхаттарнăччĕ. Ыйту кун йĕркинчен тухмасть. Çывăх вăхăтра аслă ушкăнрисене, ыттисене йышăннă мерăсем пирки памяткăсем валеçĕпĕр. Хальлĕхе килте карантинта ют çĕршывран килнĕ икĕ çын ларать», – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, штаб пуçлăхĕ.

Мерăсене ахаль йышăнман, вĕсем çивĕч лару-тăрупа çыхăннă. Мĕнпур шайри ертÿçĕсем халăха влаç органĕсен, тухтăрсен, специалистсен сĕнĕвĕсене туллин пурнăçлама, тимлĕ пулма ыйтаççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

 

Роспотребнадзор пурăнмалли пÿлĕмсене, офиссене спирт е хлор пур хатĕрсемпе тăтăш дезинфекцилеме сĕнет. «Килте е ĕçре урайсене, сĕтел-пукан çийĕсене йăла химийĕн хатĕрĕсемпе усă курса çумалла. Чирлĕ çын пулсан – кашни кун», – пĕлтерет вăл. Çавăн пекех ведомство алăк хăлăпписене супăньпе е 70 процентран сахал мар спиртлă антисептикпа е хлор пур растворпа сăтăрма хушать. Çавăн пекек выключательсене, шкаф хăлăпписене, пукансене, йăлари техникăна, ванна-раковинăсене, туалет хатĕрĕсене йăлтах нÿрĕ çĕтĕкпе тасатма сĕнет.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика