Ырă çынна çухатрăмăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.04.2020, 15:30 Просмотров: 695

Пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче пăртассем ялти хисеплĕ çынна, 1964–1999 çулсенче ялти вăтам шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентнĕ, çав хушăрах 26 çул завуч тивĕçĕсене пурнăçласа пынă Алексей Мефодьевич Белова, юлашки çула ăсатрĕç.

Алексей Мефодьевич хамăр районти Сăкăт ялĕнче 1930 çулхи авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕ 1942 çулта вăрçă хирĕнче пуçне хунă. Виçĕ ачаллă çемьере асли пулнă май, вăл амăшĕн шанчăклă тĕрекĕ пулса тăнă, колхоз ĕçĕнче ырми-канми ĕçлесе 15-ре чухнех «Тăван çĕршывăн 1941–1945 ç.ç. Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале тивĕçнĕ.

1945 çулта ялти çичĕ класлă шкултан «пиллĕк» паллăсемпе кăна тухсан амăшĕн çулĕпе кайса Калининăри педагогика училищинче вĕренме шутланă. Анчах та колхоз правленийĕ ăна виçсе панă сĕлĕ анине вырса пĕтермесĕр справка паман.

Çапла вара училищĕне вĕренме кĕме экзамен тытмалли кун вунпиллĕкри ача хĕвел хăпариччен тăрса, правленире ĕç кунĕ пуçланиччен сĕлĕ анине вырса пĕтернĕ, училищĕне вĕçтернĕ. Вăл çитнĕ çĕре пурте экзамена кĕрсе ларнă. Йышăну комиссийĕн членĕсем ача çав тери хуйха ÿкнине тата вăл шкулта «пиллĕк» паллăсемпе кăна вĕреннине шута илсе экзамен тытма ирĕк параççĕ.

Класа чылай кая юлса кĕрсе ларнă пулин те сочинение ыттисемпе танах ăнăçлă çырать. 1948 çулта хĕрлĕ дипломпа пĕтерсе учитель профессине алла илет. Çав çулах ятарлă комисси чи лайăх вĕреннисене, çав шутра Алексей Белова та, Чăваш педагогика институтĕнче куçăмсăр майпа вĕренме суйласа илет. Çав вăхăтрах ăна Мăн Явăш шкулне ачасене чăваш чĕлхипе литературин учительне çирĕплетеççĕ. Унта вăл икĕ çул ĕçлет.

1950–1954 çулсенче Совет Çарĕнче Фергана тата Мускав хулисенче космос карапĕн ракетисене тĕпчекен чаçĕн комсомол организацийĕн секретарĕнче хĕсметре тăрать. Служба тивĕçĕсене пурнăçланă май час-часах хулана тухса çÿрет, А.П.Чеховăн мăшăрĕпе, Зоя Космодемьянскаян амăшĕпе паллашать. А.П.Чеховăн мăшăрĕпе пĕр вăхăт çыру та çÿретет. Çĕршывăн паллă çыннисемпе – С.Буденныйпе, А.Покрышкинпа, А.Микоянпа – ирттернĕ тĕлпулусене хутшăнать. Хамăр ентеш, Н.Жуковский ячĕллĕ Сывлăш-çар академийĕн кафедра ертÿçипе, 1943 çулта Тегеранри конференцире Сталин çумĕнче пулнă В.Евстигнеев генерал-лейтенантпа çывăх паллашать, вăл парнеленĕ темиçе кĕнекине паян кунчченех упранă.

Çартан таврăнсан Вĕрентÿ министерстви ăна Çĕрпÿ районĕнчи Липсер шкулне ĕçлеме çирĕплетет, 26 çулхи каччăн пултарулăхне асăрхаса 1956 çулта Канаш районĕнчи Кибеч шкулне завуча, тепĕр çулхине Çÿлти Вăрманьял шкулĕн директорне лартаççĕ. Çак ялта унăн икĕ хутлă çĕнĕ шкул çуртне çĕклеме тивет.

1960 çулта Канаш районĕн вĕрентÿ уйрăмĕ Алексей Мефодьевича Вăтапуç шкулĕн директорне лартать. Кунта вăл çемье çавăрать, мăшăрĕпе, биологипе хими учителĕпе – Сăкăтран инçех мар вырнаçнă Асакасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, мĕн ачаран пĕлнĕ Анфиса Петровнăпа – виçĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратаççĕ.

1964 çулта Вăрнар районĕн вĕрентÿ уйрăмĕн пуçлăхĕ Пăртасра вăтам шкул уçма аслă пĕлÿллĕ учительсем çитменнипе тата А.Беловăн пултарулăхне кура ăна хистесех çак яла куçма сĕнет. Унччен Пăртасра 1962 çулччен 7 класлă, тата икĕ çул 8 çул вĕренмелли шкул кăна пулнă. Çак пысăк ĕçе тума унран нумай килессине туйса тата унăн кукашшĕпе кукамăшĕ Пăртасран тухнине тĕпе хурса Алексей Мефодьевич тăватă пĕчĕк ачипе малтанхи вăхăтра çăмал мар пуласса пĕлсех ку яла куçать. Пăртасра кивĕ, йывăç, çĕрĕшнĕ шкулта учительсен те, вĕренекенсен те çителĕклĕ условисем çуккине кура, кунта та ун чухнехи директорпа пĕрле çĕнĕ шкул лартас ыйтупа нумай учреждени тăрăх çÿреме тивнĕ. Район тата республика шайĕнчи чиновниксене ÿкĕте кĕртсе 1985 çулта ачасене çĕнĕ шкулта вĕрентме пуçланă. Кунсăр пуçне Алексей Мефодьевич ял çыннисем умĕнче час-часах лекцисем вулама та вăхăт тупнă. Вăл тăрăшнипе шкул çумĕнче Ленин музейне уçнă, çарпа ĕç мухтавĕн паллă экспоначĕсемпе те пуян пулнă пирки республика шайĕнче те палăрнă. Мĕн 78 çула çитиччен ăна ялта кашни суйлав комиссийĕн председателĕ пулма шаннă.

Вĕренекенсен тавракурăмне ÿстерес тесе, вăл ертсе пынипе ачасем çĕршывăн тĕрлĕ хулисене çитсе курнă, паллă çынсемпе çыхăну йĕркеленĕ, çав шутра Мускав Кремлĕн коменданчĕ пулнă хамăр ентешпе те. Вăл йыхравланипе Пăртас ачисем 1967 çулхи Май уявĕн демонстрацине хутшăннă, Хĕрлĕ лапам урлă иртнĕ чух Мавзолей трибуни çинче тăракан Андриян Николаев космонавта чăвашла хăйсем Пăртас пионерĕсем пулнине пĕлтернĕ. Николаев та вĕсене асăрхаса хирĕç саламланă. Мускава çитнĕ кун çамрăк хăнасене ятарлă экскурсовод уйăрса Кремльпе тĕплĕн паллаштарнă.

Ачасене тĕрĕс воспитани парас ĕçе чунне панăшăн, ял халăхĕпе килĕштерсе пурăннăшăн пăртассем унпа хурăнташланассине, çуралнă ачисен хреснашшĕ, мăшăрланакан çамрăксем ăна хăйматлăх тăвассине пысăк чыс вырăнне хунă. Алексей Мефодьевич нихăçан та мăнкăмăлланман, эпĕ коммунист, шкул директорĕн çумĕ тесе каппайланман, çынсем хисеплесе тăснă алла сирмен. Çакăн пек çынна çухатрĕ Пăртас халăхĕ кăçалхи пуш уйăхĕнче.

Çаксене шкул администрацийĕпе учительсен коллективĕ Алексей Мефодьевич пурнăçран уйрăлни çинчен пĕлсенех вестибюльте унăн портретне вырнаçтарнă некролог кĕтесĕнче пĕтĕмпех палăртрĕç. Юлашки çула ăсатма пуçтарăннă кун ял çыннисем, ĕçтешĕсем, вĕренекенĕсем тупăк умĕнчи траур митингĕнче те ăна чыслăн асăнчĕç. Шкултан чылай çул каялла вĕренсе тухнисем хайсен шăпинче Алексей Мефодьевичăн тÿпи пысăккине палăртрĕç. Йăмăкĕ, çывăх тăванĕсем, ачисемпе мăнукĕсем пухăннă халăха йывăр вăхăтра пулăшнăшăн куççуль витĕр чĕререн тав турĕç.

Коронавирус хăрушлăхне тата Президент хушăвне асра тытса митинга хутшăннисен сапаланса, пĕр-пĕринчен аяккарах тăма лекрĕ. Çапах та вĕсем паллă çынна ăсатма тухни ял çыннисем ĕмĕрлĕх уйрăлса каякана хисепленине палăртрĕ.

Геннадий ИВАНОВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика