ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Шкулсем дистанцилле вĕренÿ çине куçрĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.04.2020 15:31 Просмотров: 417

Çĕршывĕпе сарăлнă çĕнĕ коронавируса пула шкулсенче çуркуннехи каникул апрелĕн 3-мĕшĕччен тăсăлчĕ. Тунтикунтан ачасен занятисем тытăнчĕç. Анчах хальлĕхе вĕренÿ дистанцилле мелпе иртет.

Дистанцилле вĕренÿ – хăшпĕр ашшĕ-амăшĕ шутланă пек каникул тăсăмĕ мар, ку вăл – килти условисенче пулин те çирĕп вĕренÿ процесĕ. Районти шкулсем ку мел çине куçма ятарлă актсем хатĕрлесе çирĕплетнĕ, расписанисем палăртнă. Уроксене 30 минут таран кĕскетнĕ.

Вĕрентÿ организацийĕсем онлайн-занятисем валли ятарлă программăсемпе усă кураççĕ. Ачасен тÿлевсĕр электронлă вĕренÿ ресурсĕсенче – РЭШ (Российская электронная школа), учи.ру, Якласс – ĕçлеме май пур. Çавăнпа та шкул ачисен лăнчăланма вăхăт пулмĕ. Учительсем кунашкал пĕлĕве те тивĕçлипе хаклĕç.

Шкулсен сайчĕсенче кашнинчех «Дистанционное обучение» баннерсем йĕркеленĕ. Унта ашшĕ-амăшне кăсăклантаракан мĕнпур информаци пур.

Ача сачĕсем те коронавирус тĕлĕшпе эпидемиологи лару-тăрăвĕ йĕркене кĕриччен хупă. Анчах та вĕсенче дежурнăй ушкăнсем ĕçлеççĕ.

Районти хушма пĕлÿ организацийĕсем дистанцилле мелпе занятисем йĕркелеççĕ.

Çакнашкал режимпа вĕренесси санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ лайăхланиччен тăсăлĕ. Аса илтерме, Раççей Президенчĕ Владимир Путин халăх патне тухнă видеочĕнÿре ĕçлемелле мар кунсене апрелĕн 30-мĕшĕччен тăснине пĕлтерчĕ. Пирĕн республикăра та ку тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăннă.

Районта оперативлă штаб ушкăнĕсем ĕçлеççĕ. Чару мерисене пурнăçланипе пурнăçламаннине тĕрĕслеççĕ, халăхпа ăнлантару ĕçĕсем ирттереççĕ, лару-тăрăва сăнасах тăраççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

 

Ĕнерхи кун тĕлне Раççейре коронавирус ернĕ 1154 çĕнĕ тĕслĕхе тупса палăртнă. Чирлисен йышĕ пĕтĕмĕшле 7497 çынна çитнĕ. Амака пула талăкра 11 çын вилнĕ, пĕтĕмĕшле вара – 58. 494 çын сывалнă.

Чăваш енре çулталăк пуçланнăранпа коронавируспа 17 çын чирленĕ. Медицина асăрхавĕнче пĕтĕмпе 704 çын. Пĕр çын сывалнă.

Раççейре коронавирус ернин динамики

24.03   71

25.03   163

26.03   182

27.03   196

28.03   228

29.03   270

29.03   270

30.03   302

31.03   500

1.04     440

2.04     771

3.04     601

4.04     582

5.04     658

6.04     954

7.04     1154

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ