Волонтерсем пурри паха

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.04.2020, 10:23 Просмотров: 232

Çĕнĕ коронавирус чирĕ сарăлса кайни пĕччен пурăнакан ватăсемшĕн йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ.

Пирĕн темĕн тĕрлĕ чир те пур. Анчах халĕ республикăра йышăннă мерăсем пирки ниçта та тухса çÿрейместпĕр. Акă, хамăн та кирлĕ эмел пĕтсе çитрĕ. Мĕн тумалла? Калининăри аптекăна шăнкăравласа пăхас терĕм. Унта Юпшик Ялтăрари маттур хĕрарăм Марина Степанова вăй хурать. Тимлĕ итлерĕ вăл мана телефонпа – мĕн кирлине ĕç хыççăн килех çитерсе пачĕ. Маншăн çĕр çине Турă анса пулăшнă пекех туйăнчĕ.

Степановсем ку тăрăхра хисепре. Вĕсем çынсене час-часах пулăшма хал çитереççĕ. Виçĕ тăлăх ачана хăйсен хÿттине илсе тĕрĕс воспитани параççĕ. Ырă туни ырăпах таврăнать. Çак йывăр вăхăтра пĕччен пурăнакан ватăсене пулăшма волонтерсем пурри тем пек паха.

Нина ПАРАМОНОВА.

Малтикас Ялтăра.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика