Хăйĕн тимлĕхне илнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.04.2020, 10:24 Просмотров: 257

Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев «Экологи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Вăрнар поселокĕнчи тасатакан сооруженисен строительстви тĕлĕшпе канашлу ирттернĕ.

Олег Николаев ку объект регионшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Çакă çулсерен Атăла юхса тухакан таса мар шыв калăпăшне пĕчĕклетме май панине асăннă.

Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан сооруженисене малалла эксплуатацилессипе çыхăннă ыйтусене халех татса памаллине палăртнă. Çав хушăрах канализацие малтан тасатнă шывсем кăна кĕмеллине асăннă. Предприятисемпе организацисен сооруженийĕсенче тирпейленсе тухнă шыв тин юрăхлă пулĕ тĕп канализаци валли.

Сăмах чи малтан поселокри хуçалăх субъекчĕсем çинчен пырать, уйрăммăн илсен Вăрнарти аш-какай комбиначĕ тата Хăйминчен уйăрнă типĕ сĕт завочĕ пирки. Чăваш енĕн Строительство министерствине, Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствине ятарлă хушу панă, ыйтăва çирĕп тĕрĕслевре тытма каланă Олег Николаев. Видеоканашлăва çак асăннă предприятисен ертÿçисем те хутшăннă.

Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Александр Героев объекта графикпа килĕшÿллĕн пурнăçа кĕртсе пынине палăртнă, кăлтăксем çук тесе çирĕплетнĕ.

Олег Николаев палăртнă тĕллевсене еплерех пурнăçланине тĕрĕслесе тăма хушнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика