Çирĕп тĕрĕслемелле

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.04.2020, 10:25 Просмотров: 392

Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Чăваш Рес-публикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕн пуçламăшĕнче, Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев коронавируспа хирĕç кĕрешессипе пурнăçланакан профилактика мероприятийĕсемпе паллаштарнă.

Пĕтĕмĕшле, Олег Николаев палăртнă тăрăх, республикăри лару-тăру çирĕп тĕрĕслевре, пăтăрмахсем çук.

«Ĕнер республикăра изоляци çинчен хушма çирĕп йышăну тунă. Çакă чирлесе ÿкнисен йышĕ ÿснипе çыхăннă. Хăшпĕр медицина учрежденийĕсенче халăха йышăнмалли ĕçе вăхăтлăха пăрахăçланă», – палăртнă Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан.

Олег Николаев граждансем кирлĕ пек мĕнпур чарусене епле пăхăннине çирĕп тĕрĕслеве илме чĕнсе каланă.

«Çак кунсенче пассажирсене саккунсăр майпа турттарнă тĕслĕхсене тупса палăртнă. Коронавирус сарăлас хăрушлăх ÿснĕ. Çавна май Чăваш ен Транспорт министерствин тата Шалти ĕçсен министерствин ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрмалла», – тесе асăрхаттарнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика