Пĕрлешсе ĕçлесшĕн, ыйтусене пĕрле татасшăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.04.2020, 11:26 Просмотров: 237

Нумаях пулмасть редакцие Аçăмçырми ял тăрăхĕн депутатсен Пухăвĕн депутатĕнчен С.Никитинран çыру килчĕ. Малтикас Ялтăра çыннисен ячĕпе вăл Вăрнарти аш-какай комбиначĕн директорĕ Н.В.Аливанов патне ыйтупа тухнă.

Малтикас-ялтăрасем предприяти ертÿлĕхне хăйсен тăрăхне аталантарассишĕн чунтан тăрăшнăшăн тав тунă. «Новый путь» колхоз арканнă хыççăн сирĕн организаци çĕрсене ĕçлеттерме пуçланине ял çыннисем ырласа йышăнчĕç. Пурнăç каллех вĕреме тытăнчĕ, ĕç вырăнĕсем йĕркеленчĕç, уйсем çумкурăкран тасалчĕç, паха культурăсем çитĕнме тытăнчĕç. Çын ыррине хăвăрт хăнăхать. Малтан пирĕншĕн аркану тата ĕçсĕрлĕх ыйтăвĕ тухса тăнă, вăл татăлчĕ ĕнтĕ. Халĕ эпир сывлăх тата хăтлăх ыйтăвĕсене мала хуратпăр», – тенĕ унта. Çырура çынсене хумхантаракан ыйтăва çĕкленĕ. «Çуркунне ял пĕвине таса мар, шăршлă шыв юхать. Сирĕн организаци 10000 гектар енне çĕре ĕçлеттерет, анчах та шĕвĕ навуса ял çумĕнчи уйсене кăна тăкаççĕ курăнать», – тенĕ унта. Ял çыннисем ку вырăнтан çĕкленекен тĕтĕмшĕн те пăшăрханнине пĕлтернĕ.

«Ялта хытă сийлĕ çул çитмест, пĕвесене тунăранпах тасатман. Çавăн пек килсе тухнă: пирĕн ялпа сирĕн комплекс пурнăçĕ вунă çулсемлĕх тачă çыхăннă. Çавăнпа та сирĕн енчен хисеппе тимлĕхе туйсан тем пекехчĕ», – пĕлтернĕ çырура.

Çырăва «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерлă обществăна ярса патăмăр. Унтан çакнашкал хурав килчĕ:

«Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» агрохолдинг – районти ертсе пыракан предприятисенчен пĕри. Унăн район бюджетне, ял хуçалăх аталанăвне хывăнакан тÿпи пысăк. Предприятин бюджет тулашĕнчи тата мĕнпур шайри бюджетсем умĕнче парăмсем çук. Налуксен, пухăмсен тата страхлакан взноссен хывăмĕ çулталăкра 60 млн тенкĕрен иртет. Аçăмçырми ял тăрăхĕнче çĕнĕ йышши выльăх-чĕрлĕх комплексĕ вырнаçнă, мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 4391 пуçпа танлашать. Комплексра 140 çын вăй хурать, çулран çул хушма ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ.

Уçă çырури йĕркесене тимлĕхе илнĕ. Унти фактсене предприяти тĕрĕслевĕнче тĕплĕ тишкерĕпĕр.

«Тăван тавралăха сыхласси çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн выльăх-чĕрлĕх предприятийĕсен санитари хÿтĕлев зонин требованийĕсене пăхăнмалла, çĕр айĕнчи тата çиелти шывсене, шыв пухăмĕсене тата сывлăша варалассинчен хÿтĕлекен тасатакан сооруженисем пулмалла. Агрохолдинг экологи тăрăмне пысăк тимлĕх уйăрать. Ферма территорийĕнче тасалăхпа йĕркелĕх хуçаланать. 2011 – 2019 çулсенче 24000 кубла метр каяша пухакан, биологилле ăшăтса сиенсĕрлетекен виçĕ навус хранилищи çĕкленĕ. Хыççăн ăна органика удобренийĕ вырăнне уя илсе тухаççĕ. Хуçалăхра навуса пуçтарас тата тирпейлес мĕнпур системăна тăтăш тĕрĕслесе тăраççĕ. Çĕре е çĕр айĕнчи шыва варалама пултаракан çитменлĕхсене палăртсан тÿрех мерăсем йышăнаççĕ. Çĕрнĕ навуса органикăллă удобрени вырăнне хура çĕр валли хăварнă уйсене илсе тухаççĕ. Ку лаптăксене çулсерен улăштарса пыратпăр.

Хытă каяшсене тиесе тухассипе «Экоцентр» ТМЯОпа килĕшÿ çырнă. Ферма территорийĕнчен çÿп-çапа вăхăтра илсе каяççĕ, çавăнпа та ăна çунтармастпăр.

2019 çулта Аçăмçырми ял тăрăхне çул юсавĕ валли 50 пин тенкĕлĕх, культура çуртне оборудовани туянма 60 пин тенкĕлĕх спонсорла пулăшу панă.

Малтикас Ялтăрара пуçаруллă бюджет программипе çĕклекен çул строительствине те пулăшу кÿрĕпĕр.

Хисеплесе тата малашне те çыхăнса ĕçлес шанăçпа – Вăрнарти аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Н.В.Аливанов».

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика