Асăрхавсăр хăварни – вăрăсене пулăшни

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.04.2020, 11:27 Просмотров: 246

Çуркунне пуçлансан велосипедсене вăрланă е çухатнă   тĕс-лĕхсен шучĕ ÿсет. Çакă юр кайнă хыççăн çынсенчен нумайăшĕ икĕ урапаллă транспорт çине куçса ларнипе те çыхăннă.

Çавăнпа «кукăр алăллисен» çак вăхăтра «велосипед сезонĕ» уçăлать тесен те йăнăш мар. Вăрăсем вĕсене нумай хваттерлĕ çуртсен подъездĕсенчен, уйрăм пÿртсен тата лавккасемпе тĕрлĕ учрежденисен умĕнчен, ача-пăча площадкисен çывăхĕнчен, ытти вырăнсенчен йăкăртаççĕ. Анчах хуçисен хăйсен те айăпĕ пур. Час-часах велосипечĕсене асăрхавсăр, нимле хÿтĕлевсĕр тăратса хăвараççĕ. Ачасем те тимлĕхсĕр: икĕ урапаллă «тусĕсене» ăçта килнĕ унта пăрахнине курма пулать.

Иртнĕ эрнере Вăрнарта та велосипед вăрланă тĕслĕх çырăннă. «Вырăнти полици пайне поселокра пурăнакан 50-ри хĕрарăм килнĕ. Вăл велосипедне подъездра хăварнă-мĕн. Ăна трослă çăрапа çаклатса е ытти мелпе хÿтелесси   пирки шутламан, стена çумне таянтарнă кăна. Кун хушшинче вара транспорт хатĕрĕ «хыпарсăр çухалма» ĕлкĕрнĕ. Паллах, хăй тĕллĕн мар, такам пулăшнипе. Халĕ çакна полици сотрудникĕсен палăртма тивет. Хуçи çирĕплетнĕ тăрăх, вăл пысăк тăкак курнă. Ку преступлени тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă», – пĕлтерет Шалти ĕçсен республикăри министерствин пресс-служби.

Çакнашкал тĕслĕхсем çулла пушшех нумайланнăран полици сотрудникĕсем велосипедсен управлăхне ытларах тимлĕх уйăрма сĕнеççĕ. Вĕсене йăкăртасран хÿтĕлемелли тĕп мел – асăрхавсăр хăварманни. Çăрасем, сигнализацисем, ытти хÿтĕлев япалисем вăрăсемшĕн вăхăтлăх чăрмав кăна. Апла пулин те велосипеда кĕске вăхăтлăха урамра хăварма тивнĕ чухне вĕсем пулăшма пултараççĕ. Трослă çăрасене урапаран та, рамăран та çаклатса питĕрмелле. Çавăн пекех хăвăрăн пурлăха палламан çынсене асăрхама хушни те шанчăклă мар. Май пур-тăк, ăçта та пулин кĕнĕ чух транспорт хатĕрне хăвăра курăнмалли (сăмахран, чÿречерен) вырăна тăратăр. Видеокамера ÿкерекен çĕрте пулсан тата лайăхрах.

Йĕрке хуралçисем велосипед туянсан докуменчĕсене упрама тата ун сăнÿкерчĕкне тума сĕнеççĕ. Вăл вăрăсен аллине лекес-тĕк, çакă ăна хăвăртрах тупса палăртма пулăшĕ. Ачасемпе те профилактика калаçăвĕ ирттермелле, «тимĕр лашисене» типтерлĕрех пăхса тăма вĕрентмелле. Велосипед йÿнĕ япала мар, çак сăлтав та вĕсене тимлĕ упрама хистемелле.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика