Аттепе анне ылтăнран хаклă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.04.2020, 11:27 Просмотров: 306

Чи çепĕç те ăшă сăмахсем вĕсем – «ат-те» тата «анне». Сар хĕ-вел хăйĕн ăшшине çĕр çине пĕр шелсĕр сапалать. Аттепе анне те çап-лах. Чун-чĕре ăшшине ачисене парнелеççĕ. Çывăх çынсен юратăвĕ иксĕлми.

Ахальтен мар ĕнтĕ çулсем иртсен те ачисем ашшĕ-амăшне асра тытаççĕ. Хăйне кун-çул парнеленĕ çывăх çыннисем çинчен сăмах пуçарсанах Пуканкассинчи Нина Афанасьевна Терентьеван сăн-пичĕ çуталса кайрĕ. Вĕсем пирки аса илсе тулли кăмăлпа калаçрĕ.

– Аттепе анне çĕрне-кунне уямасăр тăрăшатчĕç. Пĕр ĕçрен те хăраман. Çич тара ÿксе ĕçленĕрен ĕнтĕ килте нÿхреп тулли улми, кĕлет тулли тырри пулнă. Тулăх пурăнас тесе выльăх-чĕрлĕхне те нумай тытнă,– терĕ Нина Афанасьевна. – Аттепе анне пире, ачисене, хытă юратнă, анчах та çирĕп тытнă. Çемье хаклăхне ăша хывма вĕрентнĕ. Аттепе анне хÿтлĕхĕнче, вĕсен тĕреклĕ çуначĕ айĕнче çитĕнни вăл чăн-чăн телей.

Ашшĕ, Афанасий Иванович Иванов, 1922 çулхи çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. Пĕчĕкренех ĕçре пиçĕхнĕ. Пуканкасси каччин çамрăклăхĕ вăрçă çулĕсене килнĕ.1941 çулхи чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче присяга тытнă. Афанасий Иванов иккĕмĕш Белорусси фронтĕнче тăшмансемпе çапăçнă. Минометчик, батарея старшини пулнă. Салтак аттине хывсан, тăнăç пурнăçа таврăнсан «Гвардеец» колхозăн ĕçĕсене кÿлĕннĕ.

– Атте ирхи тăватă сехетре ĕçе каятчĕ. Çул тăван кил еннелле выртнă чух йăпăрт кăна пÿрте кĕрсе ăшă сĕт ĕçетчĕ, – аса илчĕ Нина Терентьева. – Вăл питĕ хăвăрт утатчĕ.

Афанасий Иванов 30 çул ытла бригадирта, 10 çул ферма заведующийĕнче тата управляющийĕнче вăй хунă. Ĕç дисциплинине çирĕп тытнă. Колхоз пурлăхне хăй те илмен, çынсене те вăрлаттарман.

Ĕçне кура мухтавĕ. 1960, 1961, 1963 çулсенче «Кантăртан пысăк тухăç илнĕ ăста» ята тивĕçнĕ. Совет саманинче тата колхоз-совхозсенче талккишпех кукуруза çитĕнтернĕ. Ăна «уй-хир патши» тенĕ. Афанасий Иванов «Кукурузăран пысăк тухăç илнĕ ăста» ята та тивĕçнĕ. Ăна КПСС обкомĕн, ЧР Министрсен Канашĕн Хисеп грамотипе тăватă хутчен чысланă.Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Ленин орденĕпе наградăланă.

1962 çулта раштав уйăхĕнче ВДНХ участникĕ пулнă, ăна бронза медальпе тата хаклă парнепе чысланă. Чăваш енчи колхозниксен конференцине Вăрнар районĕнчен делегат пулса кайнă. 1967, 1973, 1977 çулсенче – Ярмушка ял Совечĕн депутачĕ. Халăха хумхантаракан кашни ыйтăва тимлĕхе илнĕ. Паян та ял-йыш унăн ырă ĕçĕсене аса илет.

Фронтовика II степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕпе, Жуков тата Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилей медалĕсемпе чысланă.

Афанасий Иванов çитмĕл çула çитичченех колхозра вăй хунă. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 56 çулпа танлашнă. «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.

Мăшăрĕ те, Мария Федоровна, ял-йышра хисеп çĕнсе илнĕ. Вăл пăрчкан пек вăр-вар, сăпайлă, ырă кăмăллă пулнă. Пушă вăхăтра ташлама, юрлама юратнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Иваново облаçĕнче торф кăларнă çĕрте пилĕк авнă.   Ĕçчен хĕр сменăра виçĕ норма тултарнă. Вăл вăхăтра тăрăшулăхшăн виçĕ метр çитсă парса хавхалантарнă. Марийăн хастарлăхĕ пĕр утăм та чакман. Тăван киле чăматан тулли çитсă йăтса таврăннă. Йăмăкĕсене, шăллĕсене тумтир çĕлесе панă. Мирлĕ пурнăçра «Гвардеец» хуçалăхра тăрăшнă.

Афанасий Ивановичпа Мария Федоровна виçĕ хĕрпе ывăла кун çути парнелесе пурнăç çулĕ çине çирĕппĕн тăратнă. Ят-сума яланах çÿлте тытма вĕрентнĕ. Ачисем ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илсе вĕсен ырă ятне нихăçан та ÿкермен.

Аттепе анне ылтăнран та хаклă, ахальтен мар вĕсем çинчен нумай сăвă-юрă хывнă. Ивановсен хĕрĕ те, Нина Терентьева, пултарулăх анинче çирĕп утăмсем тăвать. Унăн «Ачалăх» ятлă сăввинче çакăн пек йĕркесем пур:

«Анне чĕрçи çине ларасчĕ

Кăкри çине пуçа хурса.

Мăйран ачашшăн ыталасчĕ

Чунпа ун ăшшине туйса.

Атте ури çине тăрасчĕ,

Туясчĕ унăн çирĕп аллине.

Маччана çити ман утьăкка сикесчĕ,

Ахăлтатса та савăнса кулса...»

Нина Терентьеван ашшĕпе амăшĕ темиçе çул каяллах пурнăçран уйрăлса кайнă. Шел пулин те, хаклă çыннăмăрсене сутăн илме çук. Марийăпа Афанасий Ивановсен çутă сăнарне хĕрĕсемпе ывăлĕ, вунвиçĕ мăнукĕ, çирĕм кĕçĕн мăнукĕ тата кĕçĕн мăнукĕн ачи яланах асра тытĕç. Вĕсен пархатарлă кун-çулĕ çинчен йăхран йăха каласа парĕç.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика