33 çул епле иртнине сисмерĕм те...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.04.2020, 11:28 Просмотров: 309

Шăпам мана пичет ĕçне илсе çитернине телей тесе шутлатăп.

Ача чухнех, Мăн Явăшри шкулта вĕреннĕ тапхăрта, пирĕн аслă пичче-сăвăç Алексей Воробьев тăрăшнипе чиркÿрен тунă клубра сăвăлама юратакансем валли ятарласа пÿлĕм уйăрнăччĕ. Çамрăксем йышлăн пуçтарăнатчĕç, маçтăрланă сăвăсене, юптарусене илсе килетчĕç. Пĕрле вуласа канашлатчĕç. Хулăмрах тетраде журнал евĕр хатĕрлетчĕç. Уйрăмах аслăраххисенчен Виктор Туринге, Владимир Москвин, кĕçĕнреххи Миша Васильев ÿсĕмлĕрех çыратчĕç. Юлташсенчен юлас килменнипе эпĕ те çырма пикентĕм. Тем пек тăрăшсан та вĕсене çитме йывăртарахчĕ. Тăван чăваш чĕлхи парăнатчĕ. Вырăс чĕлхи çырма мар, калаçма та такăнтаратчĕ.

Пахчара кайăксен юррине итлеме юрататтăм. Вĕсем чĕвĕлтетни мана калаçнăнах туйăнатчĕ. Пуçа килнĕ шухăшсене хут çине çырса пыраттăмччĕ. Ку вăрттăн ĕçсене юлташсене кăтартсах кайман. Куласран хăраттăмччĕ.

Вăхăт чарăнмасăр чупать. Ялти шкула пĕтерсен Кĕçĕн Кипеке çÿреме пуçларăмăр. Пĕр еннелле пилĕк çухрăм. Классем çитменнипе иккĕмĕш сменăра вĕренеттĕмĕр. Çил-тăвăла та, юрпа çумăра та пăхман. Аслă классенче вĕреннĕ çулсем уйрăмăнах сăвăлама хавхалантаратчĕç. Тавракурăм аталанать. Çутçанталăк хăйĕн илемĕпе, хăватлăхĕпе тĕлĕнтерет те илĕртет.

Урара – çăпата, çире – анне тĕртсе, тĕрлесе панă тумтир, апла пулин те çамрăка пĕрле вĕренекен чипер хĕрсем çине кăмăлласа пăхма чараймăн. Тăван халăхăн юрри-ташши чĕресене хĕмлентернĕ. Яш-кĕрĕм каçсерен пĕрле пуçтарăннă. Çĕнĕ юрăсем, такмаксем юрланă, вылянă. Килĕштернĕ хĕрсем патне сăвăласа вăрттăн çырусем çырнă.

Пирĕн килте асатте сасси çирĕпрех илтĕннĕ. Аттепе анне ĕçрен каç енне çеç таврăннă. Апат пĕçерсе çитерме, тумтир çĕлесе, çуса-тасатса пама çеç ĕлкĕрнĕ.

Асаттепе калаçнинчен эпĕ çакна пуçа çирĕп кĕртсе хăварнă. Авалхи, аякри ăрат пуçлăхĕ ял халăхне – явăшсене – халĕ эпир пурăнакан вырăна, Арча çывăхĕнчи ялтан куçарса килнĕ. Шăп Тимĕр Тимухан вăрçăпа çаратма тапăнса килнĕ çулсенче.

Унтанпа çĕршер çул иртнĕ. Эпĕ те шкул пĕтерсе Хĕрлĕ Çар ретне тăтăм. Атом бомбисем пуçтарнă, тĕрĕсленĕ вырăнта тăрмашрăм. Уйрăм çарсен хисеплĕ ветеранĕ ятне, «Ядерлă щит строителĕ» патшалăх медальне тивĕçнĕ. Çартан таврăнсан Шупашкарта республикăн тĕп пичет çуртне вырнаçрăм. Нумай çул республика хаçачĕсене калăпланă çĕрте ĕçлерĕм. Пĕр вăхăтрах Чăваш ял хуçалăх институтĕнче вĕрентĕм. Каçсерен тăван пиччепе чăвашсен музыка театрĕн студине пĕрле çÿреттĕм. Ăна уçнă çĕре хутшăнтăмăр. «Шывармань» оперăра ташланă, каярахпа «Чапай» оперăпа Мускавра Кремль театрĕнче пултăмăр.

Ял хуçалăх институтне пĕтерме вăхăт çитсен деканата чĕнчĕç, диплом илес тесен вĕреннĕ специальноçпе ĕçлеме тивĕç, терĕç. Хама килĕшекен çула суйласа илтĕм.

Тăван киле çывăхарах, Вăрнар ене, таврăнтăм. Аттепе анне татсах каларĕç: «Пурте артист пулсан çĕр çинче кам çăкăр лартса ÿстерĕ?» – терĕç. Вĕсене итлерĕм.

1967 çулта районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн ял хуçалăх пайĕнче ĕçе кÿлĕнтĕм.

Канмалли кун Мăн Явăша васкарăм. Килте те, тăвансем те çывăхарах килнĕшĕн савăннă. Асатте мана кăчăк туртрĕ те кил хушшине чĕнчĕ. Ун сăмахĕсем мана нумай çул кăсăклантарса пурăнчĕç. Ĕмĕрсем хăварнă йĕрсем паянхи вăхăтпа çыхăнса пыраççĕ.

Тепĕр кунне ирех шкул тапхăрĕнчи çыру ĕçĕсене шырама пуçларăм. Эпĕ хумханнине асăрхаса анне пырса тăчĕ.

– Ман çыру тетрачĕсене кăларса пăрахман-и? Курăнмаççĕ.

– Вĕсене аслаçу тытнăччĕ. Тăрăшсах тем вуларĕ. Куçлăх тăхăнсах. Кайран кĕлетре хăй тимĕрленĕ арчине пуçтарса хучĕ, – терĕ анне ман çине ăшшăн пăхса.

Асаттене пахчара тупрăм. Вăл васкамасăр улмуççи тавра çĕре кăпкалатать.

– Типсе ларнă. Шăвармалла. Пĕр-ик витре шыв илсе кил-ха, – терĕ.

Çапла шăкăл-шăкăл калаçса ĕçлерĕмĕр.

– Асатте, эс ман шкул тетрачĕсене курман-и? – тетĕп.

– Сăвăсене-и? – терĕ те вăл сăмаха урăх еннелле куçарчĕ. – Санюк хăтан пахчинче таврари чи ăста та хитре юрăçă-кайăк пулнă. Икĕ юханшыв пĕрлешнĕ вырăнта. Аннÿ – çав пахчари кайăк. Аçу унта иленнĕ. Юратсах пĕрлешнĕ. Питĕ ĕçчен, тăнлă çынччĕ Санюк хăта. Пурнăçĕ сарăмсăр татăлчĕ, тăпри çăмăл пултăр...

Хаваслă вăхăт. Утă праçникĕ. Явăшсемпе уписем пĕр вăхăталлах утă çулма улăха анатчĕç. Ывăннине сисмен çамрăксем. Çĕрĕпех юрласа ĕçлетчĕç. Вылятчĕç, ташлатчĕç ăмăртса. Кĕркунне туй тăватчĕç, – терĕ те шăпланчĕ. Унтан:

– Ара, тăхта-ха. Санăн çыру ĕçĕсем ман арчара. Эп эсĕ вĕсем çинчен аса илессе кĕтрĕм, – терĕ.

Асатте кĕлете кĕрсе пĕчĕк хут тĕрки илсе тухрĕ. Вăхăт хăйĕннех тăвать. Кăранташпа чĕркеленĕ сăмахсем çутăпа пиçсе паллисене çухатнă. Хучĕ сарăхса тĕссĕрленнĕ. Çутă лекмен вырăнсенче çеç çыру паллисем пур. Хăшпĕр сăмахĕсене вулама пулать. Телее, аслăрах классенче вĕреннĕ чухне чернилпа çырнисем сыхланса юлнă.

– Ку йĕркесене ăнланмалларах çырнă. Вуласа шухăшламалăх пур, – терĕ асатте аслă классенчи сăвăсем пирки.

– Веçех вуларăн-им? Эпĕ сана вуланине, çырнине курман.

– Пирĕн вăхăтра хамăр ялта та, таврара та шкулсем пулман. Тиман шăллăмпа иксĕмĕре хăш чухне атте, ытларах чухне анне, çырма-вулама вĕрентнĕ. Анне çирĕпрех хуçа хĕрĕ пулнă. Чиркÿ шкулĕнче вĕреннĕ. Хутла пĕлни ачисене те чăрмантармĕ тенĕ. Тăвансемпе çырусем çÿрететчĕç. Кирлĕ пулсан пĕр-пĕрне пулăшма васканă.

Иксĕмĕртен пĕрне малалла вĕренме яма та шутланă. Инкеке, ялта пысăк пушар тухнă. Çурт-йĕрсем тĕппипех çунса кăварланнă. Пирĕн икĕ лашапа пĕр ĕне çеç çăлăнса юлнă. Темиçе ĕмĕр тар кăларса пухнă пурлăхне çăлас тесе кĕрешнĕ атте те çулăмран чĕррĕн тухайман. Анне икĕ пĕчĕк ывăлĕпе тăрса юлнă... Тепĕр çуркунне пĕртăвансем иккĕшех сухана тухаççĕ. Çав паллă, Анчак тавраш йывăрлăхра хăйсенне пăрахман. Пуçтарăнса çу каçипе ĕçлесе пĕчĕкрех пÿрт туса кĕреççĕ. Витесем çĕклеççĕ. Акнă-лартнă пурлăха пухса кĕртеççĕ.

Тĕлĕнмелли те пулнă. Çав çул пушарта çунса пиçнĕ вăрлăхах акма тивнĕ. Шăтас шанчăк пулманпа пĕрех. Ака ĕçĕсем вĕçленсен пĕр эрне чашлаттарса çумăр çунă. Ял халăхĕ тĕлĕнмеллипе тĕлĕннĕ. Çумăр чарăнсан пĕр хĕвеллĕ кун уя тухса пăхаççĕ те, тырă пĕр тикĕс шăтнă. Çылăхсăр ачасене Турă пăрахман тесе ырă хыпар пĕтĕм таврана сарăлнă. Турри çывăрман чух пурне те курать, теççĕ.

Ачасен куç умĕнчен чылай вăхăт çунса кĕлленнĕ кил-çурт çухалман. Кăмрăкланнă юпасем çĕрле вăрă-хурахсем тăнă пек курăннă. Малтанхи вăхăтра амăшĕпе ывăлĕсем çĕр нÿхрепре вырнаçкаланă.

Ĕлĕк кил-çуртсем пĕр-пĕрин çумне тĕкĕнсе ларман. Ялсем аталанса-сарăлса пынă. Вĕсене хут çинче Мăньял тесе палăртнă. Пирĕн Мăн Явăш та çавăн евĕрлех йĕркеленнĕ. Мăньялтан Мăн Явăш пулса тăнă. Яваш кнеç ятне хушса çырса хунă.

Явăш таврашĕнче Анчак хуçан несĕлĕсем пулнă. Вĕсенчен пĕри – Аврам Иванов. Анчах вăл Анчак пек хаяр пулман. 1893 çулта Мăн Явăшра шкул уçма хăйĕн чи пысăк çуртне панă. Анчак йăхĕнчен çавăн пекех – Кирилл Иванов, Захар Степанов, Игнат Петров. Леонтийпе Тимофей Захаровсем те çав ăратах кĕреççĕ. Леонтий Захаров-Анчак 1914 çулхи тĕнче вăрçин участникĕ, унтер пулнă. Граждан вăрçинче Тухачевский çарĕнче утлă разведотрядра службăра тăнă. Ултă çул еннелле вăрçăсенче çÿренĕ, килне кивĕ салтак тумтирĕпе çеç таврăннă. Çав çулсенче юхăннă хуçалăхра тăватă ачаран пĕри, кĕçĕнни çеç, арăмĕпе чĕрĕ тăрса юлнă. Чĕрене калама çук çунтаракан хыпар.

Эпĕ «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцине ĕçлеме кĕнĕ вăхăтра, пĕр-ик уйăх маларах кăна, çĕнĕ редактор Н.М.Яковлев Канаш хулинчен Вăрнара куçнă. Кăмăллăн, йăл кулса калаçать. Çĕнĕ вырăнта мана юлташăм Михаил Васильев кĕтсе илчĕ. Ыттисемпе паллаштарчĕ. Михаил Алексеевичпа эпир иккĕмĕш класран пуçласа Кĕçĕн Кипекри вăтам шкултан вĕренсе тухичченех пĕрле ÿснĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ те учительсем. Ашшĕ вăрçăра паттăррăн çапăçса пуçне хунă. Ун хыççăн амăшĕ виçĕ ачипе, Мăн Явăшра вăрçă хыççăн çичĕ класлă шкул уçсан, пирĕн яла куçса килчĕç. Çав вăхăтранпа эпир уйрăлманпа пĕрех. Шкул хыççăн иксĕмĕр те çар ретне тăтăмăр. Вăл – Çурçĕр Тинĕс морякĕ, эпĕ атом бомби пуçтарса тĕрĕсленĕ çĕрте. Иксĕмĕре те çăмăлах лекмен. Салтак хыççăн эпĕ Шупашкарта ĕçленĕ, вĕреннĕ. Вăл вара Çурçĕртен таврăнсан Явăш шкулĕнче ĕçлерĕ. 1962 çултанпа Вăрнар район хаçачĕн сотрудникĕ.

Пурнăç пире 1967 çулта каллех юнашар сĕтелсем хушшине лартрĕ. Тепĕр юлташ, сăвăçсен шкулĕнче пĕрле вĕреннĕ Владимир Москвин та, çак хаçатрах вăй хунă. Эпĕ Вăрнара киличчен маларах кăна урăх ĕçе куçнă.

Редакци çурчĕ К.Маркс урамĕнче, партин райкомĕн çурчĕпе юнашар, вырнаçнă. Комсомолăн районти комитечĕн пĕрремĕш секретарĕнче Леонид Тянгов ĕçлетчĕ. Вăл та пирĕнпе пĕрле Кĕçĕн Кипек шкулĕнче вĕреннĕ. Çав çулах Н.М.Яковлев тăрăшнипе, Вăрнар район пуçлăхĕсем пулăшнипе халĕ те ĕçлекен кирпĕч çурта куçрăмăр. Н.Орлов – редактор çумĕ, А.Степанов – яваплă секретарь. Мана М.Филиппов патне ял хуçалăх пайне вырнаçтарчĕç. Редакцире ĕçпе пиçĕхнĕ, пысăк ăсталăхлă ăсчахсем пуçтарăннă. Килĕшÿллĕ, туслă ĕçленĕ.

Çав çулах, кĕр енне, редакторпа иксĕмĕре ĕçтăвкома чĕнчĕç. Сăлтавĕ çавăнта – çĕнĕ типографи çуртне кирпĕчрен хăпартса тăррине тимĕрпе витме ĕлкĕрнĕ. Хăшпĕр сăлтавсене пула ĕç-хĕл чăхăмлама пуçланă. Унччен директорта ĕçленĕ Н.Т.Зубровский вăрçă участникĕ пенсие тухнă. Унăн çумĕ И.Анисимов – вăрçă инваличĕ. Пĕр çур çул Г.Елизарова ĕçлесе пăхнă. Çĕнĕ предприятие хута яма çăмăл пулман. Шалти ĕçсем те пĕтмен. Хутса ăшăтмалли тапхăр çитет.

Пуçлăхсем мана çĕнĕ пичет çуртне илсе кайрĕç. Хаçата çаплах, нумай çул каялла курнă евĕрлех, калăплаççĕ. Набор участокне çурма автомат машина кÿрсе килнĕ. Йĕркелесе туллин ĕçлеттереймеççĕ. Матрицăсемпе металл çитмест. Пичет участокĕнче те çавăн евĕрлех. Çĕнĕ ПС-1М пичет машини кÿрсе килнĕ, иккĕн-виççĕн ун тавралла утаççĕ. Хут рулонĕсене çĕрĕпе сÿтсе çавăрса алпа касаççĕ. Çурт тăррине йĕркеллĕ витмен, шыв тумлать. Тимлесе пăхакан куçа тем те курăнать. Чи лайăххи те – ĕçлекенсем çамрăк хĕрсем пулни. Ăшшăн йăл кулса пăхаççĕ. Хуçасенчен ырă ĕç вырăнĕ туса парасса кĕтеççĕ тейĕн. «Сана вĕрентме кирлĕ мар. Эсĕ ку ĕçе Шупашкарта пилĕк çул вĕреннĕ, тимленĕ. Хăвах куран, çăмăлах пулмасть. Анчах сана шанатпăр», – терĕç çÿлтисем. Коллективпа паллаштарчĕç. Эпĕ килĕшетĕп-и, килĕшместĕп-и – ун çинчен ыйтмарĕç те.

Типографие уйрăм предприяти тунăранпа эпĕ виççĕмĕш директор пултăм. Çĕнĕ çуртра хуçа валли пĕр кĕтесре пĕчĕк пÿлĕм уйăрса панă. Пĕр сĕтел, тепĕр пукан. Тумтир çакма стена çумне пысăк пăта çапнă. Юнашар, кăшт пысăкрах пÿлĕмре, – бухгалтерпа корректор. Икĕ пÿлĕм хушшинче кăмака. Ман телее, Павел Григорьев бухгалтер йĕркеллĕ, ĕçе пĕлекен, тăнлă çын пулчĕ. Химзаводпа пĕр чĕлхе тупрăмăр. Юрий Смирнов директор пире ăшă кĕртме пăрăхсем пачĕ, сварщиксемпе пулăшрĕ. Эпир завода пĕр тытăнса тăмасăр тĕрлĕ бланксем, инструкцисем çапса патăмăр.

Машинăсем юсама механик кирлĕ. Ăна аякка каймасăрах, хамăр патрах, тупрăм. Вăрнар каччи Геннадий Петров ачаранах электрикăна, тĕрлĕ машинăсемпе ĕçлеме юратать. Вăл кăмăлпах килĕшрĕ. Хулари тĕп типографине вĕренме кайса килтĕмĕр. Ĕç вырăнтан хускалчĕ.

Пичет управленийĕ вăл тапхăрта Культура министерствине пăхăнатчĕ. Ун ертÿлĕхĕ Н.Васильевпа И.Маркелов шутсăр ырă çынсемччĕ. Пирĕн ыйтусене кăмăлласах тивĕçтерме тăрăшатчĕç. Хаçат наборламалли тепĕр çурма автоматпа, пичет машинипе тивĕçтерчĕç. Редакцисем ĕç йĕркеленсе пынине кура хаçат тиражне çулсерен ÿстерсе пыраççĕ. Пĕр машина çапса ĕлкĕреймест. Икĕ машинăпа çапма пуçларăмăр. Коллектива çамрăксем хушăнчĕç. Хут сÿтекен машина туянтăмăр, хут касмалли оборудовани те тупăнчĕ.

Пирĕн коллективра вăрçă вăхăтĕнче ĕçленĕ чаплă мастерсем пулнă. Александра Яковлева 1942 çултан хаçат калăпланă çĕрте тимленĕ. Александра Петрова унран пĕр-ик çул каярах çеç вырнаçнă, Кăмашран. Анна Ермакова 1949 çултан, Перасковья Игнатьева 1953 çултан. Евдокия Федорова, Юлия Васильева, Елизавета Кудрявцева пенсие тухичченех вăй хучĕç. Тавах вĕсене паха ĕçшĕн. Ырă ĕçченсен шучĕ тата та нумай. Çав çулсенче тĕп çурт çумне тĕксе икĕ хутлă кану çурчĕ турăмăр. Мастерской, икĕ машина лартмалăх гараж. Хут, тĕрлĕ материалсем хумалли икĕ склад. Предприятие çитме тата территорире асфальт сартăмăр.

Пирĕн тĕп заказчик та – Вăрнарти химзавод – аталансах пычĕ. Тĕрлĕ йышши продукцисен шучĕ ÿсрĕ. Пире валли те ĕç хушăнчĕ. Полиэтиленран пакетсем илемлетсе çапма вĕрентĕмĕр. Союзра ун пек ĕçсене унта-кунта çеç тукалатчĕç. Курма-вĕренме Латвие çитсе куртăм. Килĕшрĕ.

Республикăра малти вырăнсене тухрăмăр. Пирĕн пичет çуртне Союзри лайăх ĕçлекен предприятисен справочникне кĕртрĕç. Рабочисенчен нумайăшĕ Мускавăн, Шупашкарăн Хисеп грамотисене илме тивĕçрĕç. Пирĕн патра журналсем, тĕрлĕ кĕнекесем кăларнă. Сăвă, юрă кĕнекисем пичетленĕ.

Сисмерĕм те – 33 çул çак ĕçре иртрĕ. Пĕтĕмĕшле пичет ĕçĕнче – 40 çул ытла. Хисеп паллисем те пур. КПСС Тĕп Комитечĕн, СССР Министрсен Канашĕн, ВЦСПС Хисеп грамотисенчен пуçласа Пичет министерствин Хисеп паллисем таран. СССР пичет отличникĕ. Чăваш Республикин промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Уйрăм хăрушлăх подразделенийĕн Хисеплĕ ветеранĕ тата ытти те. Чăваш Республикин Писательсен союзĕн членĕ, поэт-прозаик. Нумай кĕнеке авторĕ.

Кăçал Вăрнар район хаçачĕпе пичет çуртне хута янăранпа 90 çул çитет. Çак ятпа коллектива, ветерансене чĕререн саламлатăп. Кăмăлтан вĕсемпе савăнатăп.

Вениамин СОРОКИН.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика