Конкурса хутшăнма йыхравлаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.04.2020, 11:28 Просмотров: 238

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕн министерстви писательсене ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен конкурсне хутшăнма йыхравлать.

Пултарулăх ăмăртăвне уйрăм çыравçăсем те, автор коллективĕсем те хутшăнма пултараççĕ. Çĕнтерÿçĕсене виçĕ номинаципе палăртаççĕ, авторсене укçан хавхалантараççĕ: шкул çулне çитмен тата кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем валли çырнă хайлав (50 пин тенкĕ); вăтам классенче вĕренекен ачасем валли çырнă хайлав (75 пин тенкĕ); аслă классенче вĕренекенсем валли çырнă хайлав (75 пин тенкĕ).

Хайлавсем чĕлхе, литература стилĕ, композици тĕлĕшĕнчен илемлĕ те çыпăçуллă, пысăк пахалăхлă пулмалла. Воспитани тата пĕлÿ парас енсене, кăмăл-сипет тата патриотизм туйăмĕсене аталантарассине тимлĕх уйăрмалла.

Автор (е автор йышĕ) конкурса кашни номинаципе пĕрер алçыру çеç тăратма пултарать. Пĕр произведенипе икĕ хутран ытла хутшăнма тата ют чĕлхерен чăвашла куçарнă хайлава сĕнме юрамасть.

Материалсене 2020 çулхи май уйăхĕн 15–30-мĕшĕсенче çак адреспа йышăнаççĕ: 428004, Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт, 2-мĕш хут, 2-мĕш пÿлĕм, Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви.

Тĕплĕнрех çак телефонпа: (8352) 56-50-57, хушма номер 2537 е электрон почтипе e-mail, Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript. ыйтса пĕлме пулать.

Ольга ИВАНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика