Мĕнле хÿтĕленмелле

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.04.2020, 11:29 Просмотров: 259

Коронавирус сарăлнипе çыхăннă хăрушă лару-тăрура шулĕксем вăйлăрах «ĕçлеме» тытăннă. Перекет банкĕ вĕсем çынсен укçисене çаратма çĕнĕ ултав мелĕсем шутласа кăларнине палăртнă.

Çакăн çинчен банкăн правлени председателĕн заместителĕ Станислав Кузнецов пĕлтернĕ. Преступниксем темиçе схемăпа усă курнă. Сăмахран, çынсем патне шăнкăравласа «вирусран сиен курнăшăн компенсаци тÿлеççĕ» тесе суйнă. Пулăшăва куçарса пама кирлĕ тесе банк карттисен вăрттăн даннăйĕсене ыйтса пĕлнĕ, çынсем çинчен уйрăм информацие пухнă. Çавăн пекех мушенниксем халĕ нумайăшĕ самоизоляцие пула килтен ĕçленипе те усă кураççĕ. Акă, вĕсем популярлă видеоçыхăну сервисĕн ячĕ пур доменсем уçаççĕ. Пандеми пуçланнăранпа 1,7 пин енне çĕнĕ домен регистрациленĕ-мĕн.

Коронавирус инфекцине палăртма тÿлевлĕ тестсем пама май пуррипе те укçа тума вĕреннĕ шулĕксем. Ку ултав мелĕ те ансат. Анчах чиртен сыхланас килнине кура чылайăшĕ ултавçăсен сăмахĕсене ĕненет. Шăнкăравлакансем мĕнпе сисчĕвлентермеллине пĕлеççĕ: «эсир чирлĕ çынпа калаçнă е хутшăннă» тесе хăратаççĕ, килтех анализ пама сĕнеççĕ. Тест хакне онлайн-мелпе куçармаллине пĕлтереççĕ. Ку тивĕçтерÿшĕн 5 пин тенкĕ ыйтнă иккен. Çакăн пек схемăпах коронавирусран сиплекен хаклă йышши, «асамлă» эмелсем сĕнни те пулнă.

Станислав Кузнецов палăртнă тăрăх, ку мелсемпе преступниксен ушкăнĕсем пирĕн республикăра та «ĕçленĕ». Вĕсене йĕрке хуралçисем апрель пуçламăшĕнче çулса илнĕ.

Стопкоронавирус.РФ сайт вара «Коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче мушенниксен серепине мĕнле лекмелле мар» ятарлă памятка хатĕрленĕ. Раççей çыннисене çак правилăсене пăхăнма сĕнеççĕ:

– Социаллă сетьсенчи сирĕн страницăсем е телефон çине килекен иккĕленÿллĕ ссылкăсене, СМС-хыпарсемпе çырусене ан уçăр.

– Маскăсемпе респираторсене, термометрсене, дезинфекци шĕвекĕсене туянма шанчăклă, тĕрĕсленĕ онлайн-лавккасен е сайтсен тивĕçтерĕвĕсемпе кăна усă курăр, укçине малтан тÿлесе хума ыйтаканнисене ан суйлăр.

– Экспресс-тестсене, коронавирусран сыватакан çĕнĕ эмелсене интернет урлă туянма сĕнекенсене ĕненме кирлĕ мар.

– Хÿтĕлев костюмĕ тăхăннă, хăйсене врачсем е дезинфекци тăвакансем тесе паллаштаракан çынсене тÿрех алăк ан уçăр. Сирĕн тăрăхра, çуртра профилактика мероприятийĕсене чăнах та ирттернине вырăнти «вĕри лини» телефонĕпе шăнкăравласа пĕлĕр.

– Тăрук мĕнле те пулин пулăшу, сăмахран, коммуналлă тивĕçтерÿсем тÿлеме, лавккана кайса килме е ыттине, сĕнекенсене те шанмалла мар. Пулăшу кÿрекен волонтерсем эсир ыйтнипе анчах килеççĕ.

– Социаллă тÿлевсем куçарса пама тесе банк карттин е уйрăм счетăн даннăйĕсене ыйтакансене ку вăрттăн информацие ан пĕлтерĕр. Социаллă службăсен, Пенси фончĕн сотрудникĕсем çынсен персоналлă даннăйĕсене телефонпа е киле пырса ыйтмаççĕ.

– Самоизоляци йĕркине пăснăшăн тесе сире укçа «тÿлеттерме» хăтланакансене те ан ĕненĕр.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика