Аталанушăн тухăçлă ĕçленĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.04.2020, 11:29 Просмотров: 235

Çитес ытларикун – Вырăнти хăйтытăмлăх кунĕ. Уяв умĕн ку сферăра тимленĕ Нэлли Алексеевна Стекловапа калаçма тÿр килчĕ. Хăйĕн асаилĕвĕсене, шухăшĕсене, сĕнĕвĕсене вăл хаваспах пĕлтерчĕ.

– Нэлли Алексеевна! Эсир вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче 30 çул ытла вăй хунă. Çак тапхăрти пулăмсем пирки сирĕн каламалли пурах ĕнтĕ.

– Çапла, ку тытăмра сисмесĕрех чылай çул иртрĕ. Ĕç биографийĕнче манăн уйрăмах 90-мĕш çулсенчи тапхăра палăртас килет. Çакă СССР арканнă, КПСС ĕç-хĕлĕ пăрахăçланнă, Шурă Çурта тапăннă, мĕнпур шайри халăх депутачĕсен канашĕсене пĕтернĕ вăхăтпа çыхăннă. Ун чухне эпĕ шăпах халăх депутачĕсен канашĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕнче тимлеттĕм. Уяр кунра аслати авăтнă евĕр килсе тухрĕ: ку канашсем кĕске вăхăтра ĕçлеме пăрахаççĕ!

– Çĕнĕ пулăмсене мĕнле йышăнтăр?

– Тĕрĕссине калатăп: тăрук сехĕрленсе ÿкмен. Малашлăхра мĕнле пулать-ши тесе шутланă. Çĕнĕ влаç мĕнле формăллă пулĕ? Улшăнăва, паллах, кĕтнĕ. Чĕресене çĕршыв шăпи хумхантарнă.

– Ку – Президент влаçĕн йĕркеленĕвĕн вăхăчĕ. Хамăр республикăра та пĕрремĕш Президента суйларăмăр... Канашсем вырăнне вара ĕç епле йĕркеленнĕ?

– Вырăнти влаç тытăмĕн эффективлă формине йĕркелесси малти вырăна тухса тăчĕ. Чăваш енре пĕрремĕш Президента Н.В.Федорова суйланă хыççăн вырăнти хăйтытăмлăха йĕркелессипе тата аталантарассипе пысăк ĕç пуçланчĕ. Ку ыйтусемпе ĕçлекен республикăри Канаш туса хучĕç. Ун йышне мана та кĕртрĕç. Çав вăхăтрах «Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх çинчен» саккун проектне хатĕрлеме тытăнчĕç. Ăна пăхса тухасси, улшăнусем тата хушăмсем кĕртесси енĕпе йĕркеленĕ ĕç ушкăнне пире – ун чухне поссовет секретарĕнче тимленĕ Галина Сотниченкăпа иксĕмĕре – чĕнчĕç. Кашни статьяна хĕрÿ сÿтсе яваттăмăр. Тавлашура тĕрĕслĕх çуралать тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ. Халăхпа суйланă район администрацийĕн пĕрремĕш пуçлăхĕпе Валерий Наумовпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн хĕрÿ итлевĕсемпе ларăвĕсене хутшăннă, вырăнти хăйтытăмлăха аталантарас саккун проекчĕсене сÿтсе явнă.

– Ку вăхăтра районта ĕç-пуç епле пулса иртнĕ-ха?

– Çÿлтен хатĕр «рецептсем» паман. Хамăр ăшталаннă. Ытти регионсен опычĕпе паллашнă. Ун чухне вырăнти хăйтытăмлăхăн çакнашкал структурине палăртрĕç: ĕç тăвакан влаç – вырăнти администраци пуçлăхĕ, представительлĕ влаç – депутатсен канашĕ. Ку форма паян та ăнăçлă ĕçлет. Эпир ун чухне хатĕрленĕ депутатсен район Пухăвĕн комиссийĕсем, граждансен пухăвĕсемпе конференцийĕсем, старостăсем çинчен калакан положенийĕсемпе ытти районсем те усă курма тытăнчĕç. Çакă савăнтарать – эпир йышăннă форма пĕтĕм республикăшăн тенĕ пек усăллă пулчĕ.

– Вăл вăхăтра колхоз председателĕпе ял администрацийĕсен пуçлăхĕ пĕр çын пулнине епле ăнлантаратăр?

– Ку уйрăм ыйту. Эпир вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене укçа-тенкĕ енчен пулăшмалли мел шырарăмăр. Раççейĕн хăшпĕр регионĕн опычĕ килĕшрĕ, вĕсене хамăр патра ĕçе кĕртсе пăхас терĕмĕр. Вăл вăхăтра ял Совечĕсен укçа пачах та пулман тесен те йăнăш мар. Колхозсем вара хăйсен балансĕ çинче шкулсем, клубсем, ача сачĕсем тытнă. Вĕсене хăйсемех çĕкленĕ. Вырăнти территорисенче чăн-чăн «хуçасем» шăпах председательсем шутланнă та. Эпир вăйлă хуçалăхсен ертÿçисене çакнашкал должноçпа ĕçлеме сĕнтĕмĕр. Килĕшрĕç. Пире ку ĕçре ун чухне ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕнче тимленĕ Леонид Григорьевич Николаев нумай пулăшрĕ. Кунашкал тĕслĕх пирĕн районта чи нумаййи пулчĕ.

Йĕркелÿ енĕпе çитĕнÿсем курăнчĕç, ахăртнех, – пире республика шайĕнче опытпа паллаштарма чĕнетчĕç. Эп хам та ЧР Президенчĕ çумĕнчи ертÿçĕ-кадрсене хатĕрлекен центрта ял Совет, поссовет председателĕсем умĕнче лекцисем пайтах вуланă.

Район администрацийĕн пуçлăхне Валерий Петрович Наумова Раççей Тĕп суйлав комиссийĕн членне суйланă.

Ульянов ячĕллĕ колхоз председательне – Мăн Явăш ял Совет пуçлăхне Иван Александрович Федорова Патшалăх Канашĕн парламент итлевне йыхравланăччĕ. Вăл чăвашла калаçрĕ. Кĕтмен-çĕртен ун хыççăн мана та сăмах пачĕç...

Колхозсем арканман пулсан, вырăнти влаçăн çакнашкал форми еплерех аталаннă пулĕччĕ-ши, анчах та вăл вăхăтра ку йышăну тĕрĕс пулнă тесе шутлатăп.

– Пĕлетпĕр ĕнтĕ, çĕнни çынсене яланах хăратать, ăна вĕсем тÿрех йышăнасшăн мар. Эсир ĕçе кĕртнĕ йĕркелÿпе право формине халăх, должноçри çынсем епле йышăнчĕç-ха?

– Общественноç та, ахаль çынсем те ÿпкелемен, анчах та пĕр пулăм аса килет. Вăрнар районĕн пĕрремĕш Уставĕн проектне район хаçатĕнче халăха паллашма пичетлесе кăларнăччĕ. Чăн сĕнÿсем, асăрхаттарусем парас вырăнне тепĕр номерте мана ÿпкеленĕ статья вулатăп. Авторĕ кам тетĕр – юрист?! Эпĕ тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕччĕ. Хама ÿпкеленĕшĕн мар, çак çыннăн профессилле компетентсăрлăхĕнчен. Унпа тавлашăва кĕмерĕмĕр, малалла талпăнтăмăр. Пирĕн Устава Минюст ырласа йышăнчĕ.

Суйлавсем ирттернĕ чухне оппозици хирĕçлекелетчĕ. Анчах та ку енĕпе те тĕрĕслĕхе мала хурса ĕçленĕ. Çакăншăн эпĕ ял-поселок администрацийĕсен пуçлăхĕсене, обществăлла организацисене чĕререн тав тăватăп.

– Чăн та, питĕ тухăçлă ĕçленĕ эсир. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен паянхи ĕçченĕсене мĕн суннă пулăттăр?

– Малтанах вĕсене профессилле уявпа саламлатăп (шел, кунашкалли пирĕн вăхăтра пулман), уйрăмах ĕçтешсене – район пуçлăхне Валерий Наумова, ун заместительне Геннадий Петрова, ĕçченĕсене Виталий Николаева, Марина Иванована, Вера Егорована, пай ертÿçисене Гордей Никитина, Владимир Ванина, Юлия Аршуткинана, Нина Волкована, Сергей Политова, Светлана Ахтимирована, Алевтина Вашуркинана, Алевтина Степанована, Людмила Люкшенкована, Виталий Кольцова, Александр Ильина тата ыттисене те. Паллах, район администрацийĕн пуçлăхне Леонид Николаева. Халĕ вăл район аталанăвĕшĕн чунтан тăрăшать. Ку тытăмра тимлекенсене пурне те, çав шутра ял тата поселок ертÿçисене, ĕçченĕсене саламласа ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатăп. Малашлăхшăн хăюллăн, таса чунпа тăрăшăр – çавăн чухне çитĕнÿсем пулаççех.

Светлана ЧИКМЯКОВА калаçнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика