Вуншар ыйту çине – тивĕçлĕ хурав

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.10.2017, 15:28 Просмотров: 434

Çынсен ĕç укçи шайне ÿстересси, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, энергоресурссемшĕн парăмсемпе татăласси, нумай хваттерлĕ çуртсене юсасси, агропромышленность комплексне аталантарасси... – çак тата ытти нумай ыйтăва хуравлама тиврĕ Чăваш ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн республика журналисчĕсемпе ирттернĕ пресс-конференцире. Шучĕпе вăл – тăххăрмĕш. Унта 30 ытла массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.

Калаçу пуçланиччен журналистсене кирек мĕнле ыйту та, анчах та темăсене пĕрлештерсе пама юранине пĕлтерчĕç.

Малтанах Михаил Игнатьев кĕскен республикăн экономикăн тĕп кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Шухăшлаттаракан цифрăсем те пуррине пытармарĕ. Чи кирли – обязательствăсене туллин пурнăçлама май килни. Сăмахран, халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерме 6,5 млрд ытла тенкĕ тăкакланă.

Темăна пуçарнă май, шалу ыйтăвĕ те çĕкленчĕ.

– Эпĕ 2020 çул тĕлне республикăри вăтам шалу 30 пин тенкĕрен кая мар пулмалла текен задача лартрăм. Ăнланмалла, тĕллеве пурнăçлама çăмăл мар, анчах та регионсем хушшинче темиçе шай хăпарас тесен ĕçлемелĕх пур, – терĕ регион Пуçлăхĕ.

Чăваш ен граждансене авариллĕ, çĕрĕшнĕ  çуртсенчен куçарас программăна вĕçленĕ. Ăна пула республикăри 13 пин енне çын хăтлă хваттерсене куçнă. Михаил Игнатьев çавăн пекех «Хăрушсăр тата пахалăхлă çулсем», «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» федераллă программăсене малалла та хутшăнассине палăртрĕ. Юлашки пирки темиçе ыйту та пулчĕ.

– Ку программа пилĕк çул ĕçлĕ. Кун пирки çĕршыв ертÿлĕхĕ пĕлтерчĕ. Унта хутшăнса эпир малалла та обществăлла хутлăха хăтлăлатасси çине тимлĕх уйăрăпăр – çынсене канма лайăх, хитре вырăнсем йĕркелĕпĕр.

Унран çивĕчлĕхĕпе пĕртте кая мар тепĕр тĕллев – пысăк тухăçлă ĕç вырăнĕсем йĕркелесси. Шанăçа инвестици проекчĕсемпе тата çĕнĕ производствăсем уçассипе çыхăнтараççĕ. Мухтанмалли пур: чылай предприяти производство калăпăшне ÿстерсе пырать çеç мар, ют çĕршыв рынокĕсене те тухать. «Çĕнĕ Шупашкарта кăларакан хĕвел модулĕсене экспортлас мелсене сÿтсе яватпăр. Ку питĕ перспективлă проект. Çавăн пекех çĕнĕ завод çĕклеме тытăннă «Сеспель» çине шанатпăр. 9,5 га çĕр уйăрнă. Цистернăсем, çурмаприцепсем паян Евросоюз çĕршывĕсенчи производительсемпе тупăшма пултараççĕ».

Ял хуçалăх продукцийĕн сутлăх хакĕ пирки каланă май Михаил Игнатьев çĕрулмин хакĕ кăçал хресченшĕн аваннине çирĕплетрĕ. Тĕштырă тĕлĕшпе вара ĕç-пуç урăхларах, «ĕççи пуçлансанах хак лайăхчĕ. Кайран вара чакма пуçларĕ – 25: таранах. Чи паха сортлă çăнăхăн тонни 16,5 пин тенкĕччĕ, халь 12,5 пин шайĕнче». Çак условисенче патшалăх хресчене пулăшассине упраса хăварни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Отрасльте çĕнĕ проектсем пурри савăнтарать. "Етĕрнесĕт" çĕнĕ завод хута яниех мĕне тăрать. Талăкра 200 тонна сĕт тирпейлеме пултарать – халь ун валли сĕт çитменни те сисĕнет-мĕн. Саратов инвесторĕсем Шупашкарти сĕт заводне, пĕр вăхăт ĕçлеменскере, 1 миллиард тенкĕрен кая мар инвестици хываççĕ. Унта вăрах упранакан стерилизациленĕ продукци туса кăларĕç.

Виктор Вексельбергăн теплица тумалли проекчĕ те пурнăçланать. Çулталăкра 19 пин тонна пахчаçимĕç çитĕнтермелĕх теплица 2020 çулта тулли хăватпа ĕçлесе каймалла, продукцие республика тулашне те ăсатĕç. Итали бизнесĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнче тума палăртнă теплици пирки те манман. Китаецсен агропаркне йĕркеленĕ. Ун валли Пăрачкав тата Улатăр районĕсенче усă курман çĕр лаптăкĕсем çителĕклĕ. Китай представителĕсем аш-какай, сĕт енĕпе ĕçлесшĕн.

Чăваш енри медицина учрежденийĕсене реорганизацилесси те калаçăвăн тĕп теми пулса тăчĕ. Оптимизаци харăсах темиçе хула тата район больницисене пырса тивнĕ. «Çакă медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ çине витĕм кÿмĕ-и;» – пулчĕ ыйту.

– Тухăçсăр тăкаксем ан пулччăр тесе эпир пуçлăхсен шутне чакаратпăр. Врачсене, медицина персоналне кĕскетес тĕллев çук. Пĕр тĕп врач Çĕмĕрле тата Пăрачкав районĕсенчи медицина учрежденийĕсен пуçĕнче тăнинче нимĕнле проблема та курмастăп, – терĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш ен Пуçлăхне Раççей Президенчĕ губернатор корпусне ротациленипе çыхăннă ыйтăва та пачĕç.

– Раççей Президенчĕн Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне шанăç пур, Чăваш ен халăхĕ те шанать. Çак шанăçа эп яланах тÿрре кăларма тăрăшнă, тăрăшатăп та.

Чăваш ен Пуçлăхĕн пресс-конференцийĕ 2,5 сехете тăсăлчĕ. Çак вăхăтра Михаил Игнатьев вуншар ыйтăва туллин хуравларĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика