Тÿлевсĕр усă курма май пур

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.04.2020, 09:47 Просмотров: 271

«Вконтакте», «Одноклассники», Раççей информагентствисен сайчĕсемпе, патшалăх сервисĕсемпе тата ытти нумай интернет-ресурспа усă курасси тата та ансатланнă.

2020 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнче Раççей Çыхăну комитечĕн министерстви тÿлевсĕр онлайн-ресурссен переченьне çирĕплетни пирки хушу кăларнă. Çыхăну министерствин списокне социаллă пĕлтерĕшлĕ 391 информаци ресурсĕ кĕнĕ. Вĕсемпе килти интернетпа çеç тÿлевсĕр усă курма пулать. Мобильлĕ телефон е ытти гаджетсем урлă çыхăну малтанхи пекех тÿлевлĕ.

Перечене кĕнĕ интернет-ресурссене ушкăнсем çине пайланă: патшалăх органĕсем тата вĕсен сервисĕсем, социаллă сетьсемпе пĕрлешÿсем, мессенджерсем тата электронлă почта çыхăнăвĕ, инçет сервиссем, онлайн-медиа, тĕрлĕ шырав операторĕсем, вĕрентÿ, ăслăлăх, культурăпа искусство, ĕç шырамалли сайтсем, тавара вырăна çитерсе паракан сервиссем, агрегаторсемпе маркетплейссем, çавăн пекех социаллă тата волонтерсен сервисĕсем. Информаци ресурсĕсене вĕсемпе мĕн чухлĕ çын усă курнине шута илсе çирĕплетнĕ. Кирлĕ пулсан ăна улăштарма та пултараççĕ.

Асăннă сайтсене кĕме тарифпа килĕшÿллĕн тÿленĕ укçа пĕтсен те операторсен çыхăнăва чарма юрамасть. Социаллă пĕлтерĕшлĕ интернет-ресурссемпе тÿлевсĕр усă курас эксперимента июлĕн 1-мĕшĕччен тăснă. Çыхăну министерствин приказне пичетленĕ хыççăн тепĕр уйăхран операторсен тÿлевсĕр уйрăм сайтсем тумалла.

Раççей валли Ru домена 1994 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнче çирĕплетнĕ, ăна халăхсен хушшинчи наци доменĕсен базине кĕртнĕ. Раççейре 12 çултан аслăрах 100 миллион ытла çын интернетпа çыхăнать. Юлашки çулсенче аслăрах ÿсĕмрисем те çĕнĕ технологисемпе анлăрах усă курма тытăнни палăрать: 55 çултан иртнисенчен – çурри ытларахăшĕ. Вĕсенчен 57 проценчĕ социаллă сетьсенче хутшăнать, 49 проценчĕ сывлăха сыхлас тĕлĕшпе хыпар шырать, 46 проценчĕ шăнкăравлама е видеоçыхăнăва тухма мессенджерсемпе усă курать, çурри ытларахăшĕ таварсемпе пулăшусен хакĕсене пăхать. 10 процента яхăнĕ онлайн мелĕпе тавар туянать е пулăшусем илет. 26 проценчĕ «Патшалăх пулăшăвĕсен» порталĕпе усă курать.

«Халăх çыравĕнче цифра технолгойĕсемпе усă курма йышăнни тĕрĕс йышăну пулнине вăхăт хăех çирĕплетрĕ, – палăртнă Раççей статистикин ертÿçин çумĕ Павел Смелов. – Цифрăллă çĕнĕ формат халăх çыравĕ пирки шухăша вуçех улăштарать. Халĕ çыравçăпа тĕл пулмасăрах çак пысăк мероприятие хутшăнма май пур. «Патшалăх пулăшăвĕсем» порталта электронлă çырав листисене кашни çын хăй тĕллĕн меллĕ вăхăтра тултарма пултарать».

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне Раççей статистики 2021 çула куçарма сĕннĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика