Хастарлăх кăтартрĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.05.2020, 10:08 Просмотров: 221

Халĕ килте дистанци мелĕпе вĕреннĕ чухне те ачасем тĕрлĕ акцисемпе конкурссене хутшăнаççĕ. Санарпуç вăтам шкулĕнче вĕренекенсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те хастар.

Иртнĕ эрнере пысăк уяв пулчĕ, Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн И.Я.Яковлевăн çуралнă кунне паллă турăмăр. «Ялан чăвашла çырăпăр, калаçăпăр, вĕренĕпĕр, юрлăпăр, ташлăпăр. Пултарулăхпа вăй-хăват, сывлăх ан иксĕлтĕр нихăçан!» – çакăн пек йĕркесем шăрçаларĕç ачасем пĕр-пĕрин патне уяв ячĕпе саламласа.

Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалласа ака уйăхĕн 24-мĕ-шĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ–2020»  акци иртрĕ. Санарпуç шкулĕнче вĕренекенсем те хастарлăх кăтартрĕç, диктант çырма кăмăл турĕç. «5» паллă илекенсем йышлă пулчĕç.

6-мĕш класра вĕренекенсем ÿкерчĕксем ăсталарĕç. Любовь Ермошкина, Никита Орлов, Гавриил Александров, Алексей Антонов, Антон Федоров чи маттуррисем пулчĕç. Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕ ака уйăхĕн 20–25-мĕшĕсенче ирттернĕ «Эпĕ чăвашла калаçатăп» акцие 5-мĕш класри Анастасия Семенова та хутшăнчĕ, чăваш халăх юмахне вуласа пачĕ. Акцие чăвашла калаçакан кирек кам та хутшăнма пултарчĕ: хастарсем чăваш чĕлхи çинчен сăвă вуланине е юрă юрланине видео ÿкерсе #эпĕчăвашлакалаçатăп хэштегпа социаллă сетьсенче вырнаçтарчĕç.

7-мĕш класра вĕренекен пĕртăван Артемпа Даниил Андрияновсем, Юлия Антонова, Антон Петров, Кирилл Шелеметьев «Эпĕ сире çак кĕнекене вулама сĕнетĕп» ятлă калав çырчĕç.

«Мы помним, мы гордимся!» акцие мĕнпур шкул ачи хутшăнчĕ. Ку баннера кĕрсе вăрçă кунĕсемпе çыхăннă ыйтусене хуравламалла, пурне те сертификат параççĕ. 10-мĕш класра вĕренекенсем, вĕсем волонтерсем, чи малтан пуçларĕç ку ĕçе. Ун хыççăн пиллĕкмĕшсем, улттăмĕшсем, çиччĕмĕшсем акцие кăмăлласах йышăнчĕç. Уйрăмах 3-мĕш класра пĕлÿ пухакансене палăртмалла. Вĕсем Исония Всеволодовна вĕрентекенпе пĕрле ĕçлерĕç.

Ирина СЕМЕНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика