Техникумра туптаннă специалист

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.05.2020, 10:08 Просмотров: 623

Вăрнарта калăпланнă ял хуçалăх специалисчĕсем республикăн пур отраслĕнче те ĕçлеç-çĕ. Вĕсенчен пĕри – Вăр-нарти аш-какай комбинатĕнче 2007 çултанпа вăй хуракан Алексей Владиславович Егоров.

Унччен, 2001 çулта техникумран вĕренсе тухнă хыççăн, Шупашкарти аш-какай комбинатĕнче обвальщикре, тепĕр майлă каласан – какая шăмминчен уйăраканра, тимлет. Çак ĕçре вăл вĕренекенрен пуçласа пысăк разрядлă специалист таран ÿснĕ. Çав вăхăтрах ял хуçалăх академийĕнче куçăмсăр майпа ăнăçлă вĕренсе 2007 çулта аслă пĕлÿллĕ инженер-технолог дипломне алла илнĕ.

Çав çулхинех Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче 4-мĕш разрядлă обвальщик ĕçне пуçăнать. Çулталăкран ăна выльăхсене пусса тирпейлекен çичĕ уйрăмран тăракан цех мастерне, 2019 çулта цех пуçлăхне çирĕплетеççĕ.

Вăл ертсе пыракан 45 çынран тăракан коллектив предприятин ытти цехĕсене чĕрĕ какайпа, 29 тĕрлĕ субпродуктсемпе, пыршăран тунă вунă тĕрлĕ кăлпассипе, ултă тĕрлĕ шăратнă аш çăвĕпе тивĕçтерет. Кунсăр пуçне, выльăх-чĕрлĕх комбикормĕ валли типĕтсе авăртнă какайпа шăмă çăнăхĕ, сĕрмелли хатĕрсем, глицерин, супăнь кăларакан заводсене техника çăвĕ, тир-сăран промышленноçне тăварланă тир ăсатать.

Предприяти туса кăларакан продукцие туянакансем пысăк хак панинче çак коллективăн тÿпи те пысăк. Астăватăп, ĕлĕкрех «Чувашмясопром» пĕрлешÿ республика шайĕнче ирттерекен конкурссенче çак цех рабочийĕсем хăйсен ăсталăхĕпе яланах пĕрремĕш вырăн йышăнатчĕç. Яваплăха туйса ĕçлес паха йăла паянхи кунчченех пырать. Паллах, ку цех ертÿçинчен те нумай килет.

Çак тĕслĕхре техникум преподавателĕсем тăрăшни, хăйсем пĕлнине çамрăксене пани, вĕсен пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ сая кайманни курăнать. Чăнах та, ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă çамрăксем агропромышленность комплексĕнче тимлени, алла илнĕ специальноçа пăрахманни, малалла вĕренсе ĕçре е наукăра пысăк çитĕнÿсем туса паллă çынсем пулни – вĕсен тивлечĕ. Çавăнпа пĕрлех ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçисем те техникумра пĕлÿ илнĕ специалистсене шанни савăнтарать.

Геннадий ИВАНОВ,

аш-какай промышленноçĕн ветеранĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика