Пысăк хака тивĕçнисем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.05.2020, 10:10 Просмотров: 236

90 çул каялла 1930 çулхи апрелĕн 6-мĕ-шĕнче Совет Союзĕн Аслă Канашĕн Указĕпе çĕршывăн чи пысăк наградине – Ленин орденне тата çар çыннисем валли Хĕрлĕ Ялав орденне çирĕплетнĕ.

Орденсене уйрăм çынсемсĕр пуçне организацисене тата паттăрлăх кăтартнă чаçсене те панă. Çĕршывра пĕрремĕш 1930 çулта Ленин орденне «Комсомольская правда» хаçат коллективĕ илнĕ. Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чи малтан Блюхер командира вăрçăра паттăрлăх кăтартнăшăн наградăланă. 1991 çулта Раççейĕн пĕрремĕш Президенчĕ Борис Ельцин Указĕпе асăннă орденсене пăрахăçланă.

Уйкас Кипек ял тăрăхĕнче çак орденсене илме пултарнă мухтавлă çынсем пур. СССР чи пысăк наградине – Ленин орденне – 4 çын тивĕçнĕ. Ăна районта пĕрремĕш илекенсен ретĕнче – Кивçурт Енĕшре çуралса ÿснĕ, шурă финсемпе çапăçса паттăрлăх кăтартнă старшина-танкист Тимофей Алексеевич Алексеев (21.03.1940 ç.) тата Совет Союзĕн Геройĕ Степан Илларионович Илларионов (22.07.1944 ç., «Ылтăн Çăлтăр» медальпе пĕрле панă). Мирлĕ пурнăçра илнисем: Енĕшре çуралса ÿснĕ, «Звезда» колхозăн 4-мĕш бригада ертÿçинче ĕçленĕ Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Павел Данилович Данилов (1971 çул), Енĕшри тата Вăрман Кипекри шкулсенче директорта нумай çул вăй хунă Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ Степан Пудович Вишняков (1939 ç.).

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартса Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнисем ку тăрăхра кашни ялтах пур. Уйкас Кипекрен: Аристарх Данилович Данилов, Иван Осипович Шоркин, Николай Трофимович Трофимов, Евдоким Иванович Иванов, Федор Кузьмич Кузьмин, Алексей Петрович Петров, Николай Иванович Иванов (икĕ хутчен илнĕ).

Вăрман Кипекрен: Петр Григорьевич Григорьев, Владимир Христофорович Христофоров, Никифор Иванович Иванов, Николай Иванович Иванов, Егор Егорович Егоров.

Енĕшрен: Николай Петрович Петров (икĕ хутчен), Нестер Федотович Федотов, Нестер Михайлович Михайлов, Макар Захарович Захаров, Михаил Степанович Вишняков (икĕ хутчен).

Кивçурт Енĕшрен: Тимофей Алексеевич Алексеев, Совет Союзĕн Геройĕ Степан Илларионович Илларионов, Павел Данилович Данилов (икĕ хутчен), Христофор Матвеевич Матвеев.

Çĕн Сăрьелĕнчен: Иван Терентьевич Сироткин. Услантăр Енĕшрен% Филипп Федорович Федоров.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика