Вилĕмсĕр полк салтакĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.05.2020, 10:10 Просмотров: 657

Ман аттене Василий Андреевич Андреева, 1901 çулта çуралнăскерне, Етĕрне уесĕн çар комиссариачĕ Хĕрлĕ Çара мобилизациленĕ, 140-мĕш полк йышне кĕртнĕ (05.05.1920 – 15.12.1922 ç.ç.).

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулăмĕ вăйланса пынă май, 1943 çулта Оборона комитечĕ броньпе юлнă тылри арçынсене, хĕрарăмсене фронта мобилизацилеме хушу кăларнă. Вăл вăхăтра атте Вăрнарти 554-мĕш номерлĕ заводра (маларах фосфорит завочĕ) ĕçленĕ.

Иккĕмĕш хут аттене 1943 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Вăрнар район çар комиссариачĕ повестка панă. Канашри пуху пунктне хурлăхлăн ăсатрăмăр ăна, атте куççульпе йĕни халĕ те асрах.

Эпир, ватти-вĕтти, çемьере çиччĕн тăрса юлнă, вăл шутран ĕçлекенĕ те апай (анне) çеç пулнă.

Тĕлĕнмелле, вăй-халне, чăтăмлăхне мĕнле çитернĕ-ши апай çемьене вăрçă выçлăхĕнчен, чир-чĕртен, шартлама сивĕсенчен упрама; Пире ĕçе вĕрентнĕ, шкула пăрахтарман. Хăй колхоз ĕçĕнчен пĕр кун та пăрăнман, лашапа, каярахпа вăкăрпа лавăçра вăй хунă. Колхоз обозĕ йышĕпе Шупашкарти нефтебазăран тракторсем валли краççын турттарса килме темиçе хутчен те тÿр килнĕ. Атте нумай вăхăт фронтран виçĕ кĕтеслĕ конвертсем вĕçтереймен. 1943 çулхи авăн уйăхĕнче аманнăскерне госпитале хураççĕ. Вăл 82-мĕш стрелковăй полк йышĕнче пулнă, çавăн пекех 112-мĕш полк ретĕнче çапăçса Кенигсберг хулине хăтарнă самантра тăшман пульли вар-хырăмне аркатнă. 1943 çулхи раштав уйăхĕнчен 1944 çулхи пуш уйăхĕччен госпитальте сывалнă.

Аслă Çĕнтерÿ кунне атте Байкал кÿлли хĕрринче, Хĕвелтухăçнелле куçакан 203-мĕш полк йышĕнче кĕтсе илнĕ. Хĕвелтухăçĕнче яппун самурайĕсемпе çапăçма ĕлкĕрнĕ.

Аттене Правительство хастар та паттăррăн çапăçнăшăн I, II степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕсемпе, «Хăюлăхшăн», «Кенигсберга илнĕшĕн», «Германие çĕн-тернĕшĕн», «Японие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă. Мускавра, Раççей Оборона музейĕнче, аттене Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăлани çинчен çырса хуни пур, анчах та ăна атте алла илмен.

26 кун «каннă» хыççăн 1946 çулхи кăрлачăн 16-мĕшĕнче атте вăрçа пула юхăннă завода ура çине тăратма пикенет, мĕн пенсие тухичченех унта тăрăшать. Унăн сăнĕ «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн музейĕнче ветерансен Хисеп хăми çинче вырнаçнă.

Аттепе апайăн пархатарлă, ырă та витĕмлĕ ĕçĕсем пирĕншĕн çутă, манайми, пурнăçа юратма вĕрентекен тĕслĕх.

Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейĕ ячĕпе хамăн, вăрçă ачисен ятĕнчен ветерансене, тылра ĕçленисене хĕрÿллĕ саламлатăп, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, телей сунатăп.

Н.СИНИЦЫН,

вăрçă ачи.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика