Интернетра иртет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.05.2020, 10:12 Просмотров: 241

Çĕнĕ коронавирус пандемийĕ сарăлнине пула кăçал Аслă Çĕнтерÿ уявне онлайн-мелпе ирттерме йышăннă.

Май уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕ «Этих дней не смолкнет слава» виртуаллă курав тата хор уйрăмĕн 2–3-мĕш класĕсем хушшинче вăрçă темипе сăвăсен конкурсне ирттерет.

Ку уйăх тăршшĕпех социаллă сетьсенче «Георгиевская ленточка» мастер-класс, «Вилĕмсĕр полк» акци, фронтри çырусем тăрăх «Суровая правда войны» виртуаллă экскурсисем пырĕç. Вăрнарти чукун çул вокзалĕнчи курава та онлайн-режимпа пăхма май пур.

Районта пурăнакансем çавăн пекех Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пуçарнă   #ПĕрлеМухтанатпăр акцие хутшăнма – вăрçăра паттăрлăхпа палăрнă тăванĕсем пирки каласа кăтартма пултараççĕ.

Районти тĕп библиотека «ВКонтакте» ушкăнра «Дорогая сердцу книга о войне» онлайн-конкурс, тĕрлĕ акцисем йĕркеленĕ. Централизациленĕ клуб системи те ку социаллă сетьре «Открытка ветерану» мастер-класа, «Свеча памяти» акцие, сăвăсен ярăмне хутшăнма йыхравлать.

«Алекс ТВ» кабель телевиденийĕ «У времени есть память» патриотла программăсене эфира кăларĕ.

Вăрнарти тĕп площадьре Аслă Çĕнтерÿ кунне вăрçă çулĕнчи юрăсем, район администрацийĕн пуçлăхĕн саламĕ янăрĕ.

Раççей Президенчĕ В.Путин çĕршывра пурăнакансене телеэфирпа май уйăхĕн 9-мĕшĕнче 10 сехетре саламлĕ. Хыççăн вăрçă участникĕсене чыслани эфира тухĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика