Ырă ячĕ вилĕмсĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.05.2020, 10:32 Просмотров: 520

Нихăçан та халăх асĕнчен тухмĕ Аслă Çĕнтерÿ. Куççульпе шăварăннă çак уяв. Никама та манман, нимĕн те манăçман. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă кашни салтакăн ырă ячĕ тăванĕ-пĕлĕшĕн, ентешĕсен чĕрисенче упранать. Малтикас Ялтăрари Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ паттăр фронтовик Николай Тихонович Тихонов çуралнăранпа çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче 100 çул çитрĕ.

– Атте вунçичĕ çул каялла ĕмĕрлĕх куçĕсене хупнă пулсан та эпĕ ăна нихăçан та манмастăп, унăн çутă сăнарĕ пурăнма вăй-хал парса тăрать, – терĕ ывăлĕ Николай Тихонов, нумай çул районти ветстанци пуçлăхĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнăскер.

Унăн ашшĕ нумай ачаллă çемьере çуралнă. Пĕчĕкренех çăкăр хакне пĕлсе ÿснĕ. Шкулта ăс-тăна 6 класс таран çивĕчлетнĕ. Салтак аттине тăхăниччен чукун çул çинче рабочире пĕр çул та тăватă уйăх ĕçленĕ.

1940 çулхи юпа уйăхĕнче Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Служба Инçет Хĕвелтухăçĕнче иртнĕ. Пурнăç урапи пĕр тикĕссĕн куçмасть. Нимĕç фашисчĕсем сĕмсĕррĕн Тăван çĕршыва тапăнсан Малтикас Ялтăра каччин салтакран таврăнасси çинчен ĕмĕтленесси çеç юлнă. Николай Тихоновăн çар служби 1947 çулчченех тăсăлнă. 1-мĕш, 2-мĕш Украина фрончĕсенче 263-мĕш гаубица артиллери полкĕнче тата 98-мĕш гаубица артиллери бригадинче ирсĕр тăшмансемпе çапăçнă. Николай Тихонович хĕçпăшал наводчикĕ (тупăран перекен) пулнă.

Чăваш çамрăкĕ фронтра хăюлăхпа палăрнă. Тăшмансемпе куçа-куçăн тăрса çапăçнă. Интернетри сайтсенче мăнукĕсем аслашшĕ, кукашшĕ çинчен çырнине тупнă. Акă 1944 çулхи авăн уйăхĕнче пулса иртнĕ паттăр ĕç.

– Румынири Иванешти ялĕ çывăхĕнче 200-е яхăн нимĕç хăйсене хупнă ункăран тухас тесе тÿрремĕн утнă. Умра вĕсене Тихонов наводчик кĕтсе тăнă. Тупăна хăвăрт авăрланă, пĕрремĕш снарядпа 25 фрица тĕп тунă. Ыттисем кукуруза пуссине тарса пытаннă. Тихонов полкри салтаксемпе лаптăка «тасатма» пуçланă. Хăй вăл тата икĕ нимĕçе тĕп тунă. Çарти юлташĕсемпе пĕрле 60 фашиста тыткăна илнĕ, – тенĕ документра.

Снайпер-артиллеристăн тата тепĕр паттăрлăхĕ. 1945 çулхи çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче Берлинран кăнтăр-хĕвеланăç еннелле хаяр çапăçу пынă. Нимĕçсен пĕр ушкăнĕ пулеметран пенĕ.   Хăюллă каччă, тупă патĕнче тăраканскер, вут-хĕм айĕнче шуса кайса снарядсем илсе килнĕ те туппа авăрласа нимĕçсене пеме тытăннă. Тăхлан çумăрĕ хытă çунă. Снаряд хыççăн снаряд шартлатса çурăлнă. Тихонов наводчик тăшмансем мĕнле çĕре ÿкнине, чĕрĕ юлнисем хăранипе каялла тарнине курнă. Хамăрăн салтаксем пулăшма килнине асăрхаса вăл малалла ыткăннă. «Руки вверх!» тенине илтсен фрицсем парăннă.

Çак çапăçура Николай Тихонов 40 фашиста тĕп тунă, нимĕçсен 18 салтакĕпе офицерне тыткăна илнĕ. Ун чухне вăл 25 çулта пулнă.

Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн чăваш каччин 6 çĕршыва çитме тивнĕ. Николай Тихоновича паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чысланă. Вăл «Хăюлăхшăн», «Çапăçура палăрнăшăн», «Берлина илнĕшĕн», «Прагăна ирĕке кăларнăшăн», «1941–1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсене те тивĕçнĕ. 1985 çулта тепĕр награда. Николай Тихонова II степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕпе чысланă.

Çартан   таврăнсан тепĕр çулталăк çурăран районти шалти ĕçсен пайне ĕçлеме кĕнĕ. Пĕр вырăнта 21 çул тимленĕ. Яваплăха туйса тăрăшнăшăн, хастарлăхшăн Николай Тихонов аслă сержант Чăваш АССР Ш,М-ĕн Тавне темиçе хутчен те тивĕçнĕ. Ăна «Тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн» медальпе (1958), «Милици отличникĕ» паллăпа (1961)   наградăланă.

Николай Тихонович право хуралĕнче тăнă чухне республикăра, районта иртекен спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăннă. Кросра та, йĕлтĕрпе чупса та мала тухнă, пьедесталăн çÿллĕ картлашкисем çине хăпарма тивĕçнĕ.

Паттăр фронтовик мăшăрĕпе тăватă ачана çут тĕнче парнеленĕ. Ура çине çирĕппĕн тăратнă. Николай Тихоновăн пархатарлă кун-çулĕ ачисене те, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсене те пурнăçра тĕрĕс утăмсем тума пулăшать, çемье хаклăхĕсене упрама, Тăван çĕршыва юратма вĕрентет.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика