«Кĕтĕр, эпĕ таврăнăп...»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.05.2020, 10:33 Просмотров: 252

Çапла хавхаланса çырнă салтаксем вăрçă хирĕнчен юратнă çыннисем патне. Ирсĕр тăшмана тĕп туса тăван киле таврăнасса, ашшĕ-амăшне, мăшăрĕсемпе ачисене ыталаса илессе чунтан шаннă вĕсем. Анчах нумайăшĕн çак шухăш ĕмĕтрех тăрса юлнă.

Фашист хĕçпăшалĕ татнă ăна, пурнăçланма паман. Юнлă çапăçусенчен чĕрĕ тухма пултарнисен йышĕ те паян шутлă кăна. Аслă Çĕнтерÿ çинчен пĕлтернĕренпе те 75 çул çитет те, акă, ăна туптанă паттăрсен йышĕ çулсерен сахалрах та сахалрах. Апла пулин те вĕсен çутă сăнĕсем, пирĕн телейшĕн мĕнле хак тÿлени нихăçан та манăçмĕ.

Эпĕ те, дивизи командирĕн хĕрĕ пулнă май, Белоруссири Витебск облаçĕнчен юбилейлă уяв мероприятийĕсене хутшăнма йыхрав илтĕм. Ахальтен мар – манăн атте, Мануил Федотович Гречко, шăпах çак тăванлă çĕршывăн çĕрĕсене хÿтĕлесе, çыннисене ирĕке кăларассишĕн çапăçса Дубровенски районĕнче пуçне хунă. Кунта ăна питĕ хисеплеççĕ, асра тытаççĕ, паттăрла ĕçĕсем çинчен ачасемпе çамрăксене каласа параççĕ. Унăн пурнăçĕн пĕлтерĕшлĕ тапхăрĕ Вăрнар тăрăхĕпе те уйрăлми çыхăннă. Атте 1940–1943 çулсенче Уравăш салинче тăнă çар чаçĕнче командир пулнă, салтаксене çар ĕçне тĕплĕн вĕрентнĕ. Кунтанах фронта тухса кайнă.

Чăннипе, Белоруссире вĕсем тăшмана хирĕç виçĕ пĕртăван çапăçнă% атте тата унăн икĕ шăллĕ, Иванпа Евгений. Шел те, шăпа Евгений Федотовича кăна вăрçă вĕçленсен тăван тăрăха чĕрĕ таврăнма пÿрнĕ. Унăн та сывлăхĕ самаях хавшанă% çапăçусенче пĕрре мар аманнă, контузи пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕ. Вăл ура сыппине кĕрсе ларнă фашист пульлипех пурăнатчĕ. Тухтăрсем ăна тĕкĕнме, тете чăтаймасран операци тума шикленнĕ. Суранĕсем вара пĕрмаях канăçсăрлантаратчĕç, вăрçă çинчен манма памастчĕç. Украинăри Днепропетровск облаçĕнчи Павловград хулинче ĕçлесе пурăнчĕ вăл. Шел, юбилейлă Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илеймерĕ.

Евгений тете вăрçă çулĕсем çинчен каласа пама юратмастчĕ. Çакă чĕрине ыраттаратчĕ пулинех – юнашар çума-çумăн тăрса çапăçнă салтаксене асăнсанах куçĕсем шывланатчĕç. Апла пулин те унăн асаилĕвĕсене, атте çинчен каласа панисене пĕрчĕн-пĕрчĕн пухса «Задержался на войне», «Освободители», «Подвиги», «Победители» тата ытти кĕнекесем пичетлесе кăларма пултартăм. Вĕсене аттене, Мануил Гречко çар командирне, унăн Иванпа Евгений шăллĕсене, мĕнпур ветерана, блокадниксене, тыл ĕçченĕсене, вăрçă ачисене халалланă.

Паттăрсен ячĕпе çырнă мухтавлă сăввăмсем те сахал мар, нумайăшне юрра хывнă. Ветерансемпе тĕл пулнă май та (вăл шутра – Вăрнар районĕнче те), Çĕнтерÿ уявĕсенче те вĕсене çак юрăсене шăрантарса хавхалантарма, савăнтарма тăрăшатăп. Фронтовиксене халалланă çĕнĕ сăввăмсемпе юррăмсене Белоруссире те кĕтеççĕ. Йыхрав хутне унчченех илнĕ пулин те, коронавирус чирне пула унта çитеймесрен кулянатăп. Вăрнар тăрăхĕнчен фронта тухса кайса Белорусси ирĕклĕхĕшĕн пуçне хунă аттем вилтăприйĕ умĕнче пуçа таяйманни пăшăрхантарать.

Белорусси çĕрĕ çинче те Аслă Çĕнтерĕве мăнаçлăн уявлаççĕ, пĕрле çапăçнă тĕрлĕ халăх çыннисене пĕр пек хисеплесе сума сăваççĕ. Унта пĕр хутчен мар пулнăран çакна яр уççăн çирĕплетме пултаратăп. Тавах вĕсене çакăншăн.

Ентешĕмсене, Вăрнар çыннисене, Аслă Çĕнтерĕвĕн пысăк юбилейĕпе саламлатăп, вăрçă-харçăсăр телейлĕ пурнăç сунатăп.

Нина Гречко,

командир хĕрĕ, запасри офицер, ĕç ветеранĕ, писатель, композитор.  

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика