Паттăрсем çинчен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.05.2020, 10:36 Просмотров: 885

Чăваш Республикин Профессионаллă писательсен союзĕ Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейне халалласа вырăсла çыракан поэтсен сăввисене пухса «Во мне течет героев кровь» ятпа ятарлă кĕнеке пичетлесе кăларнă.

Вăрçăпа патриотизм темипе çырнă сăвăсенче тăван халăхăн фронтри тата тылри паттăрлăхне, пурнăçпа вилĕм хушшинчи чăтăмлăхне, пысăк çухатăвĕсемпе савăнăçлă тĕлпулăвĕсене çутатса панă, Аслă Çĕнтерĕве туптама хутшăннă çынсене асăнса тав сăмахĕсене кашни киле çитерме васканă.

Кĕнекене 24 авторăн чуна пырса тивекен сăввисем кĕнĕ. Вĕсем хушшинче – чăваш халăх поэчĕн Юрий Сементерĕн, Виктор Овчаровăн, Раиса Сарпин, Андрей Растворцевăн, Лидия Филиппован, Светлана Гордееван, Николай Калентьевăн тата ыттисен хайлавĕсем.

Вăрнарсенчен Хăмăшра çуралса ÿснĕ Валерий Кошкин отставкăри полковника асăнма кăмăллă. Унăн сăввисем хуласемпе ялсенче, вĕренÿ тата ĕç коллективĕсенче, çар çыннисем, кадетсемпе ветерансем хушшинче уйрăмах час-час янăраççĕ.

Çĕнĕ кĕнеке презентацине хальлĕхе июньте ирттерме палăртнă. Тиражăн пĕр пайне библиотекăсене парнелĕç.

Надежда КРАЮШКИНА.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика