ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Пиччеçĕм асрах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.05.2020 10:36 Просмотров: 55

Леонид Михайлович Михайлов 1925 çулта апрелĕн 17-мĕшĕнче Калинино районне кĕрекен Уйкас Ялтăра ялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Çичĕ класс вĕренсе пĕтерсен колхозра вăй хунă.

1941 çулта аттене вăрçа ăсатрăмăр. 1942 çулта пиччене бригадирта ĕçлеме суйласа лартнăччĕ. 1943 çулхи кĕркунне ăна та фронта кайма повестка тыттарчĕç. Анне куççуль витĕр сăмах каласа% «Турă çăлтăрах сана, ывăлăм», – тесе тăрса юлчĕ.

Пиччене виçĕ уйăх шоферсен курсĕсенче вĕрентнĕ. Вăл генерала турттарнă. Çапла каласа кăтартатчĕ% «Пирĕн хыççăн вăрçă хатĕрĕсем тиенĕ машинăсем пыратчĕç, кĕпер урлă каçнă чухне тăшман самолечĕсем бомба тăкма пуçларĕç. Кивĕ «Уазик» кĕпер варринче чарăнса ларчĕ. Генерал мана% «Сутăнчăк, çакăнтах персе пăрахатăп!» – тесе хăратать». Ватă салтаксем машинăсем çинчен анса хăюллăн пичче хутне кĕнĕ-мĕн. «Генерал юлташ, шофер айăплă мар», – тенĕ. Автомашинăна хăвăрт юсанă, кĕпер урлă чиперех каçнă. «Вунтăххăртах çут тĕнчерен уйрăлатăп тесе куç хуралса килчĕ», – асилетчĕ пичче.

Кĕçех ăна танк çине лартаççĕ. Юнлă вăрçă хирĕнче пичче шав аркатнă тăшмана, вилĕмрен хăраман, пĕр тĕллев пулнă пуçĕнче% çĕнтермеллех!

1944 çул. Декабрь. Çырмара бомбăсенчен пытанса юлнă полуторка ларнă. Командир приказ панă% ăна танкпа сĕтĕрсе çырмаран кăлармалла. Çав вăхăтра тăшман бомба пăрахма тытăнать. Танка вут хыпса илет. «Хамăн та шинель çунма тытăнчĕ. Юр çинче йăваланса сÿнтертĕм», – каласа паратчĕ пичче.  

Салтаксем пăтă çиме ларнă. «Эпир те Мускав ачипе Володьăпа танк çинчен анса окопра апата хатĕрлентĕмĕр. Эпĕ пĕр-ик кашăк хыпма ĕлкĕрнĕччĕ. Володьăн çăварĕнчен апат анса та кайман, тăшман бомби ăна тем самантра çĕрпе хупларĕ. Юлташăм ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Çакна окопран чаваланса тухсан куртăм...». Ку та пичче асаилĕвĕнчен. Вăрçă чарăнсан вăл Мурманск облаçĕнчи Кандалакша хулинче çар хĕсметĕнче тата виçĕ çул тăнă. Пире тăшманăн мăшкăлĕ тăвас мар тесе вăрçă хирĕнче танкист пулса хăюллăн çапăçнăшăн пиччепе питĕ кăмăллă. 1948 çулта кăкăр тулли медальпе киле çитрĕ. Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ ялан çап-çутă ялкăшатчĕ. Вăл пирĕнтен уйрăлнăранпа вунтăхăр çул çитрĕ.

НинаПАРАМОНОВА.

Малтикас Ялтăра.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ