Çĕнтерÿçĕсене халалласа

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.05.2020, 10:37 Просмотров: 266

Çутçанталăк ĕмĕрĕ вăрăм, вăл иртнине çĕршер çул упрать – çак тĕп шухăшпа иртет «Астăвăм сачĕ» калăпăшлă акци.

Ун майĕпе вăрçăра пуçĕсене хунă 27 миллион паттăр ячĕпе çавăн чухлех йывăç-тĕм лартса хăвармалла. Вĕсем çĕнтерÿçĕ ăрăва мухтакан чĕрĕ палăксем евĕр ÿссе ешерĕç, теççĕ акци йĕркелÿçисем.

Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейне халалланă мероприяти вăй илсех пырать. Хамăр районта та организаци-предприятисем хăйсен Астăвăм сачĕсене чĕртрĕç. Самоизоляци тапхăрне кура, уйрăм çынсем те нумайăшĕ пахчи-дачисенче çемье паттăрĕсем ячĕпе çамрăк хунавсем лартрĕç.

27 миллионлă сад йышне «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн ĕçченĕсем те хăйсен тÿпине хыврĕç. Çĕнтерÿ волонтерĕсем пуçарнă сăваплă ĕçе вĕсем чĕрене çывăх йышăнчĕç – çак кунсенче редакци çурчĕн картинче хурлăхан хунавĕсене лартса хăварчĕç. Ырă тĕллев чăнах та кăмăла çĕклет% «хаçатçăсем» пĕрле хавхалансах тăрăшрĕç. Паллах, чир-чĕртен сыхланса мĕнпур хÿтĕлев мерисене уяса.

Тĕмсене куллен пăхса тăнăран вĕсем аталанса вăй илесси иккĕлентермест. Тавралăха илем кÿнипе пĕрлех темиçе çултан паха çимĕç те парĕç-ха ак. Хурлăхан хунавĕсем, Кивçурт Енĕш тăрăхĕнчен, Григорьевсен пуян пахчинчен кÿрсе килнĕскерсем, ăнса çитĕнекен сортсем. Çапах та чи пĕлтерĕшли вара – вĕсем редакци паттăрĕсен ячĕпе хисепленни. Çамрăк хунавсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çапăçăвĕсенче юн тăкнă салтаксене – район хаçачĕн редакторĕнче тимленĕ Иван Тимофеевич Комарова тата Петр Михайлович Михайлов обществăлла корреспондента – астуса, сума суса лартнă. Вĕсен вырăнĕсене пĕрлехи Астăвăм сачĕн интерактивлă картти çине кĕртнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика