Чĕрисем тапмасан та астăвăм чĕрĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.05.2020, 10:38 Просмотров: 242

Ĕлĕкрех çемьере ача-пăчапа инкек пулсан хыççăн çуралакансене урăх хушаматпа çыртарнă. Упнерти Перасковья Ильинична Игнатьевапа Иван Алексеевич Ивановăн çемйинче те.

– Вĕсем ман асаннепе асатте. Аслă ывăлĕ, ман атте, Максим Иванович Алексеев 1921 çулта çуралнă. Ăна шкул пĕтерсенех, 1941 çулхи апрелĕн 10-мĕшĕнче салтака илнĕ. Вăрçа малтисен йышĕпе кĕнĕ. Гварди 1-мĕш уйрăм мотострелковăй бригадăра стрелок пулса çапăçнă. 1943 çулхи ноябрьте аманса кĕçĕн лейтенант званипе яла таврăннă. Ун кăкăрне «Хăюлăхшăн» тата «Германие çĕнтернĕшĕн» медальсем илемлететчĕç, – аса илчĕ ывăлĕ Евгений Максимович Алексеев ашшĕн вăрçăри кун-çулĕпе паллаштарса.

Асаилÿ ăна хумхантарни сисĕнчĕ, сасси чĕтренчĕклĕн тухрĕ, куççулĕ пăчăртанчĕ.

Ашшĕ вăрçă хыççăн çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе, Елена Петровнăпа, тăватă ача çуратса ÿстереççĕ. Максим Иванович Мускавра партин аслă шкулĕнче вĕренет, парти райкомĕнче вăй хурать. Хыççăн – колхоз председателĕнче, партком секретарĕнче. Шăп çак тапхăрта Украинăри пĕр ятлă Чапаев ячĕллĕ колхозпа туслă çыхăнăва йĕркелесе яраççĕ, ăмăртса ĕçлеме тытăнаççĕ, пĕр-пĕрин патне мал опытпа паллашма тухса çÿреççĕ. Максим Иванович делегаци йышĕнче яланах пулнă.

– Вăхăт иртнĕ май эпĕ те пĕр вăхăт тăван колхозра партком секретарĕнче ĕçлерĕм. Украинăри Чапаев ячĕллĕ колхоз 60 çул тултарнине паллă тума йыхрав ячĕç. Мана сакăр çынтан тăракан делегацие ертсе пырса аякри çĕре кайса курма тÿр килчĕ, – калаçăва тăсрĕ Евгений Максимович.

Ашшĕн вăрçăри кун-çулне тĕплĕнрех пĕлес тĕллевпе вăл «Подвиг народа» сайта урлă та пирлĕ тенĕ пек тишкернĕ. Унта хаклă документа – Максим Иванович Алексеева I степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕпе, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланине тупнă.

Икĕ çул каялла редакцие кăсăклă çыру килнĕччĕ. Пирĕн ентеш, Упнерти Василий Капитонович Николаев, Мускавра иртнĕ миллион çынлă «Вилĕмсĕр полк» йышĕнче шăпах Максим Иванович Алексеевăн сăнне палласа илнĕ. Ăна мăнукĕ, Евгений Максимович Алексеевăн хĕрĕ, Марина йăтса пынă. Çапла Чапаев ячĕллĕ колхозри партком секретарĕ Максим Иванович Алексеев тата ку колхозăн уй-хир бригадин бригадирĕ Капитон Николаевич Николаев паттăрсем Мускаври парадра «тĕл пулни» тĕлĕнмелле пулăм...

– Ача чухне, астăватăп, пирĕн ялтан вăрçăра паттăррăн пуçне хунисен йышĕнчи Алексей Иванович Ивановăн ячĕ темшĕн чĕрене хускататчĕ. Хушамачĕ урăх та ун чухне вăл ман кукка пулнине пĕлмен те, никамран та ыйтман. Кĕске кун-çулĕпе нумай çул иртсен кăсăклантăм. Ăна аттепе пĕр çултах, 1941 çулхи октябрьте, çара илнĕ. Кукка, Алексей Иванович, 2-мĕш Белорусси фронтĕнче минометчик пулса çапăçнă. Ун паттăрлăхне çар архивĕн докуменчĕсем çирĕплетсе параççĕ. Шел, 1944 çулхи июлĕн 11-мĕшĕнче вăл нимĕçсен «йăвине» кĕрсе вĕсен салтакĕсемпе офицерĕсене тĕп тунă, сакăр нимĕçе тыткăна илсе хăй тăракан уйрăма малалла куçма май туса панă хыççăн вилмелле аманать. Ăна I, II степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕпе, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Ялти ватăсем вăл çав тери çивĕч каччă пулнине аса илеççĕ, чупса пыракан лаша çине хырăмĕ айĕнчен тухса хăпарса ларнине астăваççĕ. Шел, пурнăçĕ 22-рех татăлнă, – пăшăрханса калаçрĕ Евгений Максимович.

Вăл хăй те ашшĕ тата кукашшĕ пекех маттур. Чылай çул район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнче вăй хучĕ, унтан «Агроинновацисем» предприятин районти пайне ертсе пычĕ. Халĕ – ветерансен районти Канашĕн председателĕ. Сывă пурнăç йĕркин çывăх тусĕ. Çăмăл атлетика, йĕлтĕр спорчĕн ăмăртăвĕсенче – яланах малти вырăнсенче.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика