Интернетра палăртнă тăрăх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.05.2020, 10:39 Просмотров: 267

Вăрнар район прокуратури Интернет сетĕнче ирттернĕ тишкерÿ саккуна пăснă тĕслĕхсене палăртма май панă.

Сăмахран, электричество токĕпе усă курса (электровăлтапа) шыври биологи ресурсĕсене тытма пулăшакан хатĕрсем çинчен пĕлтерекен информациллĕ интернет-страницăсене тупнă. Вĕсенче электровăлта ĕçне уççăн çутатнă, вăл пулă ытларах тытассине мĕнле майпа тивĕçтернине ăнлантарнă.

Страницăри информаци туянакансем валли пулни паллă% тавар хакĕ те, сутуçăпа çыхăнмалли даннăйсем те пур. Интернет-сайтри информаци Раççейре пурăнакан кашни çыншăн уçă.

Каламалла, сайта уççăнах кĕме пулать, регистраци туни кирлĕ мар. Унта çырнипе-кăтартнипе кирек кам ирĕклĕнех паллашма тата электронлă майпа хăйне валли куçарма е сарма пултарать – ку тĕлĕшпе нимле чару та çук.

«Информаци, информаци технологийĕсем тата информаци хÿтĕлевĕ çинчен» федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, Раççейре саккунсем ыйтнине пăхăнсан кăна информацие ирĕклĕн сарма юрать. Вăрçа пропагандăлакан, наципе раса тата тĕн тĕлĕшпе курайманлăхпа хирĕçÿсем пуçаракан, кунсăр пуçне уголовлă тата административлă яваплăх палăртнă ытти информацие сарма юрамасть.

Шыв биоресурсĕсене электричество токĕпе ĕçлекен хатĕрсемпе тытни – право йĕркине пăсни. Уншăн РФ Уголовлă кодексĕн 256-мĕш статйипе те айăплама пултараççĕ. РФ Аслă Сучĕн Пленумĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, шыв биоресурсĕсене электроток витĕмĕпе ĕçлекен, юраман хатĕрсемпе тытни мĕнпур тĕслĕхре саккунсăр шутланать.

Çавна май район прокуратури Вăрнар район судне административлă тавăçсемпе тухнă. Интернетра тупса палăртнă информацие Раççей Федерацийĕнче сарма юраманнисен шутне кĕртме ыйтнă.

Вăрнар район прокуратури.    

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика