Хастар хутшăннă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.05.2020, 10:47 Просмотров: 229

Ачасем тăван тăрăхăн аваллăхне пĕлни, унпа кăсăкланни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Шăпах вĕсем-çке пулас историе çыраканĕсем.

Анчах иртнине асра тытмасăр, унчченхи ăрусен пурнăçĕпе ĕç-хĕлне хакламасăр малашлăхра çитĕнÿсем тума йывăр. Çак тĕллевпех ĕнтĕ – ачасене ялсен историне, çыннисен кун-çулне тĕпчессине явăçтарас тесе – хăй вăхăтĕнче Туçи Çармăс шкулĕнче музей йĕркеленĕ. Унăн тĕп пуçаруçи, вĕренекенсене шырав ĕçĕнче хавхалантараканĕ – шкул директорĕнче тимленĕ Надежда Михайловна Сергеева.

Историпе краеведени музейĕ шутланнă май, вăл çар мăнаçлăхĕн, ĕç мухтавĕн, ачасен юхăмĕн йĕркеленĕвĕн, шкул историйĕн, ял историйĕн, этнографи, археологи пайĕсене пĕрлештерет. Ăна ку тăрăхăн мухтавлă çыннисен астăвăмне халалласа никĕсленĕ. Музей активĕ литературăпа истори çăлкуçĕсене тĕплĕн шĕкĕлченĕ, туристла тата вĕренÿпе тĕпчев çулçÿревĕсенчи, экспедицисемпе экскурсисенчи шыравсем те фонда пĕрмаях пуянлатнă, экспозицисене те кулленех çĕнетсе тăнă. Вĕренекенсемпе ял çыннисем валли кăсăклă экскурсисем, тĕлпулусем тăтăшах ирттернĕ.

Музейра упранакан чи хаклă тупра вăл – икĕ Хисеп кĕнеки. Вĕсенчи информацие пĕтĕмпех ачасемпе учительсем хăйсем çырса кĕнекене пухнă. Хисеп кĕнекине пилĕк ялти «,ç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ 336 çын ятне кĕртнĕ. Вĕренекенсем ун страницисенче хăйсен тăванĕсен ĕç биографийĕпе паллаштарнă, çемье архивĕнче тупнă сăнÿкерчĕксене те çыпăçтарса хушнă. Кĕнекери ветерансенчен нумайăшĕ пирĕнпе пĕрле çук ĕнтĕ, анчах вĕсен ĕçри паттăрлăхĕ яланлăхах асра юлать. Çакă питĕ хаклă.

Халĕ вырăнти ял поселенийĕн администрацийĕ шкул музейне хăтлă та аслă пÿлĕме куçарассипе тăрăшать. Кунта экспонатсем те типтерлĕ упранĕç, вĕсемпе паллашма та кăмăллă пулĕ.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика