РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Уважаемые посетители! Вы можете разместить вашу рекламу, объявления на нашем официальном сайте! Подробнее - по тел. 2-52-57, 89373722600

Халĕ тимлĕх кирлĕрех

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.05.2020 10:47 Просмотров: 114

Тĕнчипех сарăлнă коронавирус инфекцине пула ачасем март вĕçĕнчен паянхи кунчченех килте. Вĕсен те пурнăç юхăмĕ тĕппипех улшăнчĕ.

Садиксенче кĕçĕннисен савăк сассисем илтĕнмеççĕ, шкул ачисем те çуркуннехи каникула кайнăранпах парттăсем хушшине лараймарĕç. Ашшĕ-амăшне те халь çăмăл мар. Кашни кун ачасене хăйсен кăсăклантармалла, вăхăта усăллă ирттерме пулăшмалла, шкул çулĕнчисенне вара дистанцилле вĕренĕвне те асăрхаврах тытмалла. Çав вăхăтрах ывăлĕсемпе хĕрĕсен хăрушсăрлăхне тивĕçтересси те пĕтĕмпех вĕсем çине тиенет.

Ачасемпе вара кашни çеккунтра сыхă пулмалла. Аслисене те пĕрмаях килтен тухмасăр пурăнма йывăр та, пĕчĕккисене пушшех те. Унчченхи пек урамра ирĕклĕн уçăлса çÿремесĕр, чун каниччен вылямасăр, паллах, ывăннă вĕсем. Тата çурхи илемлĕ çанталăкĕ те çутçанталăк ытамнех йыхравлать тейĕн. Кун пек чухне вĕсене уйрăмах тимлĕх кирлĕ.

Лару-тăру аслисен тĕрĕслевĕнчен çухалсан вара пăтăрмах тухасси инçе мар. /т-пĕве суранлатни, сывлăха сиен кÿни тăтăш. Ача-пăча травматологине килнин чи анлă сарăлнă сăлтавĕ, ак, çÿллĕшĕнчен ÿкни иккен. Шăмăсене хуçни тата пуç мимине тапратни те пулать. Çавăнпа та ачасене хăрушлăх пирки каласа пани кăна çителĕксĕр. Аманассинчен асăрханса мĕнле тума юраманнине кăтартмалла, тĕслĕхсемпе ĕнентермелле.

Тĕрĕссипе, ачасене кирек мĕнле вырăнта хăрушлăх кĕтме пултарать. Шел те, электричество токĕ çапнă, вĕрипе пиçсе кайнă, наркăмăшланнă, пусма çинчен е «швед стенкинчен» ÿкнĕ тата ытти тĕслĕхсем çырăнаççĕ. Уйрăмах чи пĕчĕккисене хăрушлăх çинчен ăнлантарма йывăр-çке – çавăнпа ашшĕ-амăшĕ енчен яланах сыхлăх кирлĕ. Хваттерте е çуртра, кил картинче тасатнă-тирпейленĕ чухне, сăмахран, чи ансат хÿтĕлев мерисене те пулин йышăнăр. Кăнтарса тăракан пăтасене, суранлатма пултаракан ытти япаласене пуçтарăр, сĕтел-пукана шĕвĕр кĕтеспе аманмалла мар лартăр, шăрпăк-зажигалкăна тата йăлари химине, эмелсене ачасем çитмелле мар упрăр, вĕсен газ е электричество приборĕсем патне пыма та май ан пултăр. Ачасенчен пачах куç илме юрамасть% шăпăрлансем, ак, ашшĕ-амăшĕн чĕркуççийĕ çинче ларнă чух та вĕри апата е чее хăйсем çине ÿкерме, çĕçĕ-вилкăпа аманма ĕлкĕреççĕ.

Пĕчĕккисем суранланас тĕлĕшпе кирек хăçан та чи хÿтлĕхсĕррисем. Вĕсемшĕн хăрушлăх кăларакан япаласем тавраллах% тимĕр, чул, электричество, шыв хумĕ, хими реагенчĕсем тата ытти те. Вăхăт иртнĕçемĕн, пурнăçа çĕнĕ япаласем кĕрсе пынăçемĕн вĕсем нумайрах та нумайрах. Çав вăхăтрах ачасем çывăхри хăрушлăха ăнланмаççĕ, ăна сирме хатĕр мар. Анчах ашшĕ-амăшĕ ятласран хăраса ÿт-пĕве сиенлетнине – мăкăльсене, шăйăрăлчăксене, кăвакарнă вырăнсене – час-часах пытарма тăрăшаççĕ. Çак сăлтавпах сурана инфекци лекни, шыçни сайра мар. /ксе пуç мимине чĕтретнине вăхăтра асăрхаманни те сывлăха пысăк сиен кÿме пултарать.

– Инкексен тăтăш сăлтавĕ нумай чухне аслисем пăхса çитерменни. Ачасен вăй-хăват тапса тăрать, ăна хăрушсăр «кăлармаллине» вĕсем, пĕчĕккине кура, ăнлансах пĕтереймеççĕ. Самоизоляци вăхăтĕнче вĕсем валли хăрушсăр тавралăх тума тăрăшăр, хăйсене мĕнле тытмаллине ăнлантарăр. Хăвăр тĕслĕхпе çакна çирĕплетĕр. Чупмалли, хусканусем тумалли вăйăсене пĕрле вылясан лайăх. Çавăн пекех кĕнеке вулăр, ăс-тăна çивĕчлетмелли занятисем ирттерĕр. Мультфильмсем пăхма, компьютер умне ларма та ирĕк парăр. Анчах вăрах вăхăтлăха мар. Енчен те ача суранланчĕ-тĕк, тÿрех васкавлă пулăшу чĕнмелле, – асăрхаттарать травмпункт заведующийĕ, Республикăри ача-пăча клиника больницин врач-травматолог-ортопечĕ Андрей Соколов.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ