Ача вăтанма пуçларĕ-и?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.05.2020, 10:48 Просмотров: 232

Çакăн сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Ача мĕншĕн вăтанать тата ку ен-рен мĕнле хăтăлмалла – Вăрнар район тĕп больницин медицина психологĕ Елена Николаевна МИНАЕВА ăнлантарать:

– Виçĕ çулччен ачасене пурне те вăтанчăк теме пулать. Ку вăл – тавралăха пĕлменнинчен хÿтĕленни% вăл амăшĕ хыçне пытанать, анчах ăна çĕнĕ çынсем, урамсем, çуртсем... йăлтах кăсăклă. Ку ÿсĕмре ача ют çынсенчен, вăл шутра аслашшĕ-асламăшĕнчен те, ютшăнни – йĕркеллĕ пулăм. Анчах та 3 çул хыççăн садикре е хăнара унран пĕр сăмах та туртса кăларма пулмасть пулсан – шухăшламалли пур.

Çын çак темпераментпа – вăтанчăклăхпах – çуралма пултарать. Кун пек ачана кăмăлăн çак енĕпе пурăнма вĕрентмелле.

Ачаран килмен тепĕр сăлтав – унăн ÿт-пÿ çитменлĕхĕ. Хевтесĕрлĕх кĕçĕннисенне çеç мар, аслисенне те чун çирĕплĕхне чакарать, çавăнпа та обществăра «кирлĕ мар» çынсем пулас мар тесен кунашкаллисем тĕлĕшпе кашнин тимлĕхĕ, пулăшăвĕ кирлĕ.

Нумай чухне вăтанчăклăх ачара аслисен айăпĕпе çуралать. Ача тĕлĕшпе ăнсăртран каланă пĕр сăмах та ун хăйне хăй хакланине ÿкерме пултарать. «Мĕн тĕкĕр умĕнче пĕтĕрĕнетĕн; Пĕрех унта йĕркелли нимĕн те курмастăн!» – çакнашкал сăмахсем ачара комплекссене ÿстерме «пулăшаççĕ» кăна. Енчен те ăна пĕрмаях япăх сăмахсемпе хăртсан ача чăннипех те хăйне çапла туйма пуçлать.

Чылай чухне ачасемпе воспитательсем, учительсем хушшинчи хутшăнусем те çак ене аталантарма пултараççĕ. Ача килĕшмест, е вăл ытла та гиперактивлă, е ытлашши шăпăрт – хăшпĕр воспитательсем ку тĕлĕшпе ырă мар сăмахсене воспитанниксене тăтăш калама именмеççĕ. Çакă кĕçĕннисен психикине улăштарать, путарать. Шкулта вĕренÿре ĕлкĕрсе пырайманнишĕн «тăнсăр», «неуч», «тăмсай», «пурнăçра хăвăн вырăна тупаймăн», «кахал» текен сăмахсем те ачана пурнăçра ура хума пултараççĕ.

Ачана мĕнле пулăшмалла-ха; Чи малтанах ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕ кирлĕ. Енчен те ача вăтанма тытăнчĕ-тĕк, уншăн вăрçма, «мĕн вăтанса тăран, вăн сан тантăшусем епле хăюллă» текен сăмахсене калама кирлĕ мар. Ытти çынсем умĕнче «воспитани пани» вуçех те тĕрĕс мар. Çапла ун хаклавне пушшех те ÿкерме пулать. Вăл калаçма пăрахать, пурте унран кулаççĕ тесе шутлама тытăнать.

Ачан кăмăлне уçас тесен унпа ытларах калаçмалла. Хăнана пĕлĕшсене, ачан тусĕсене чĕнмелле – хутшăнусем ытларах пулччăр.

Енчен те ачана вăрçма тивет-тĕк, вăл лайăхрах пулма пултарнине, эсир ăна шаннине, ун кăштах тăрăшмаллине ăнлантарăр. Хавхалантарма ан манăр. Кирлĕ мар сăмахсемпе ан хăртăр.

Енчен те ачан ÿт-пÿ çитменлĕхĕсем пулсан ăна пĕрмай хĕрхенмелле мар тата çакна никам та курмасть тесе ĕнентерни вырăнсăр. Ачан хăй ыттисем пек маррине кĕçĕн çулсенчех пĕлмелле, ăна ку çитменлĕхсемпе те пурăнма, юлташсем тупма пултарнине вĕрентмелле. Ăна урамра мĕн кĕтнине, ыттисем кÿрентерме, вăрçтарма пултарнине ăнлантарăр. Унра кăмăл çирĕплĕхне аталантарăр, пурнăçа юратма, çынсемпе ытларах хутшăнма вĕрентĕр. Паллах, çăмăл килмĕ, анчах та шанăçĕ сирĕнте кăна.

Ачан хаклавне ÿстерĕр% пĕчĕк çитĕнÿсемшĕн те ăна мухтаса илĕр. Енчен те унăн мĕн те пулин пулмасть пулсан яланах хăвăрăн пулăшăва сĕнĕр, ăна, ун ăнăçăвне шаннине калăр.

Мĕн те пулин пулса тухманнине шÿте çавăрма, тепĕр хут пурнăçлама, алăсене усмалла маррине вĕрентни пĕлтерĕшлĕ.

Енчен те вăл мĕн те пулин тума хăранине асăрхарăр пулсан ку ĕçе пĕрле пурнăçлăр. Эсир, акă, çĕнĕ туфли туяннă, сирĕн хĕрпĕрчи вара ун çине куç туллин пăхать, анчах тăхăнса пăхма ыйтма вăтанать. Ăна хăвăрăн пĕтĕм пушмака тĕрĕслесе пăхма сĕнĕр, уявра сирĕн помадăпа тутине хĕретме ирĕк парăр. Çакнашкал утăм ăна çĕннинчен хăрама пăрахтарĕ.

Енчен те воспитатель е учитель сирĕн ачана вăрах вăхăт хĕсĕрленине пĕлсен урăх ушкăна, садике, класа е шкула куçарасси пирки шутлăр, унсăрăн ачан психики йăлт пăсăлĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА çырса илнĕ.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика